Григорьев Захар Иванович

Григорьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Григорьев Захар Иванович (12.02.1936, Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕ[1] - 27.05.2013, Шупашкар) — Балетмейстер, хореограф, доцент, Чăваш АССРĕн ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1973), РСФСР культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1979). Аллă ытла хореографилле композици майлаштарнă, вăл шутра чăваш бал ташшисем те.

Захар Григорьев
Григорьев Захар Иванович
Çуралнă чухнехи ят Григорьев Захар Иванович
Çуралнă вăхăт 1936, нарăс, 12р
Çуралнă вырăн Йĕкенпуç ялĕ[1], Ишимбай районĕ, Пушкăртстан, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт 2013, çу, 27
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Гражданлăх ССРП РФ
Ашшĕ Иван
Мӑшӑрӗ Антонина Евсеевна Григорьева-Малина
Салаватри индустри техникумĕ (халĕ колледж теççĕ)

Пурнăç

тӳрлет

Пушкăртстанри Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ[1].

Салаватри индустри техникумне (1962) тата Ленинградри культура аслă профсоюз шкулне (1966) пĕтернĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

1967-мĕш çултанпа Шупашкарта: Электроаппарат савучĕн Культура керменĕн илемлĕх ертÿçи (1967–68), хула администрацийĕ çумĕнчи «Нарспи» ташăпа юрă халăх ансамблĕн ертÿçи (1968-?), Чăваш патшалăх университечĕн культурологи кафедрин пуçлăхĕ (1993-2003), доцент. «Нарспи» ансамбльпе пĕрле Ирландире, Венгрире, Чехословакире пулнă.

Аллă ытла хореографилле композици майлаштарнă, вăл шутра чăваш бал ташшисем те.

Чыславсемпе сăйлăхсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Уткин, Г. Йĕкенпуç йĕкĕчĕ / Г. Уткин // Çамрăксен хаçачĕ. – 2006. – 10 пуш. - С. 10.
  • Уткин, Г. Йĕкенпуç йĕкĕчĕ / Г. Уткин // Урал сасси. – 2006. – 16 пуш.
  • Григорьев Захар Иванович // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. – Уфа, 2014. – С. 80.
  • Григорьев, З. И. Танец – это жизнь / З. И. Григорьев ; записала С. Гордеева // Совет. Чувашия. – 1996. – 16 марта.
  • Илюхин, Ю. А. Григорьев Захар Иванович / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 133.
  • Илюхин, Ю. А. Григорьев Захар Иванович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 461-462.
  • Танец был его жизнью и музой... : светлой памяти Захара Ивановича Григорьева : [некролог] // Ульяновец. – 2013. – 30 мая. – С. 4 : фот.
  • Чекушкин, В. Академик народного танца / В. Чекушкин // Ульяновец. – 1996. – 20 февр.
  • Указ Президиума Верховного Совета РСФСр о присвоении звания Заслуженного работника культуры РСФСР // ГИА ЧР. Ф1041оп6д1351с30.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2 тата 3 Хăшпĕр çăлкуçсенче Ишимбай хулинче çуралнă тенĕ, анчах та ку йăнăш пулма кирлĕ.

Каçăсем

тӳрлет