Гречко Нина Мануиловна
Гречко Нина Мануиловна (1944 çур) — легендарлă харкамлăх, тахăш тĕле те çитнĕ, тем те тума тăрăшнă тата тунă çын. Ветеринар, спортçă, çыравçă, халăх пултарулăх юхăмĕн пайташĕ. Кире спорчĕ енĕпе тĕнче категорийĕнчи судья (республикăра пĕрремĕш тата пĕр вăхăт кун пекки пĕртен-пĕр хĕрарăм). Наградăсем: «ВДНХ ылттăн медалĕ», «Наци спортĕнчи хĕсметшĕн» орден, «РСФСР ял хуçалăхĕнчи социализмала ăмăрту шеплĕхçи», Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Чăваш республининчи çыравçăсен пĕрлĕхĕнче тăрать. 2009-мĕш çулта Шупашкарти чи чаплă çивĕтсен конкурсĕнче çĕнтернĕ[1].
Гречко Нина Мануиловна | |
Гречко Нина Мануиловна | |
Çуралнă вăхăт | 1944 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Чăваш Ен, Вăрнар районĕ, Уравăш ялĕ ялĕ |
Гражданлăх | СССР, Раççей Федерацийĕ |
Ашшĕ | Гречко Мануил Федотович |
Ачисем | Сергей |
Чыславсемпе парнесем | «ВДНХ ылттăн медалĕ», «Наци спортĕнчи хĕсметшĕн» орден, «РСФСР ял хуçалăхĕнчи социализмала ăмăрту шеплĕхçи», Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ |
Кунçул
тӳрлетУравăш пульниццинчи Варвара Порфирьевна Гаврилова акушерка пулăшнипе çут тĕнчене килнĕ. Çапла вара, Чăваш Енти Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче çуралса ашшĕсĕр-амăшĕсĕр ÿснĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ, амăшĕн кунçуле палла мар. Кукамăшĕ вилсен Вăрнарта пурăннă, кунтах вăтам шкул, ветеринари техникумне пĕтернĕ; Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче те вĕреннĕ, Куславккари тата Шупашкарти ветеринари лабораторийĕсенче ĕçленĕ[2].
Кăсăклă фактсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Нина Гречко. Ăшă тĕлпулу — Вăрнарти Çĕнтерÿ çулĕ хаçат, публикациленĕ: 28.09.2019, 08:48
- Гречко, Нина Мануиловна. От души : [стихи, песни] / Нина. Мануиловна Гречко ; [предисл. М. Юхмы]. – Чебоксары : Пегас, 2014. – 63 с. : ил., портр. 102 ...
- Н. М. Гречко «Советская Россия» хаçат редакцине янă çыру — 08.05.2020, асăннă хаçатăн порталĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Нина Гречко - обладательница самой роскошной косы в Чебоксарах
- ^ Зайцева, Елена.Нина Гречко: «Мне судьбы своей не стыдно» — публикациленĕ: 30 январь 2024 ç.