Гренаш е Гарнача - хĕрлĕ иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Арагон провинци ( Испани ).

  • Урăх ячĕсем : Aragon, Aragonas, Alicante, Carignan rosso, Cannonau, Grenache noir, Garnacha tinta, Garnaccia, Rivsaltes, Roussillon, Tinto, Tinta, Tinto aragones, Uva di Spagna.
Гренаш
Гренаш

Гренаш - ăшă юратакан пысăк тухăçлă иçĕм сорчĕ.Типĕ чуллă тăпрасемче Гренаш аван ӳсет.Çырлисем çухе хупиллĕ.

Сарăлни

тӳрлет
    • Испани : Гренаш Испанире Гарнача ячĕпе паллă.Тăван çĕрте паян Гарнача 86 600 гектарсемче сарăлнă ( ку Испанире чи пысăк кăтару ).Приорат, Кастилия-Леон, Наварра, Валенсия тата Каталония тăрăхсемче Гарнача - тĕп хĕрлĕ сорчĕ ;
  • Франци : Гарнача 97 200 гектарсемче вырнаçнă ;
    • Рона айлăмĕ : вырăнти эрехтăвакансем Гренаш урăх сорчăсемпе хутăшса эрех тăваççĕ : Шатонёф-дю-Пап, Жигоданс, Тавель ( шупка хĕрлĕ эрехсем ) ;
    • Лангедок - Руссийон : Гренаш Сира тата Кариньян сорчĕсемпе хутăшаççĕ ;
  • Итали : Гренаш Лигури тата Вале дАоста облаçсемче сарăлнă ;
    • Сардини утравра Гренаш Каннонау ячĕпе паллă.

Паха эрехсем

тӳрлет

Паллă испан эрехтăваканĕ - Альваро Паласиос Каталони провинцире Приорат тăрăхра ватă иçĕм хуллисемчен Гарнача çырласем пуçтарса паха эрех тăвать.Паян пылаксăр хĕрлĕ эрехĕ " L'Ermita " - Гренаш сортран тунă чи чаплă эрехĕ.

Гренаш уявĕ

тӳрлет

2010 çулта франци тата испани эрехтăвакансем "Гренаш кунĕ" уяв никĕсленĕ - авăн уйăхĕн 28-мĕш кун.