Голубович Михаил Васильевич
Михаи́л Васи́льевич Голубо́вич (укр. Михайло Васильович Голубович, 21.11.1943, Золотоноша, Черкас облаçĕ, Украина ССР, ССРП çур.) — совет тата украин театрпа кино актёрĕ, Украина ССР халăх артисчĕ (1977) тата ЛХР халăх артисчĕ (2015). Пĕрлĕх тата патшалăх ĕçченĕ, Луганщина хисеплĕ гражданĕ (2008).
Михаил Голубович | |
укр. Михайло Голубович | |
Çуралнă вăхăт: | 1943, чӳк, 21 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Золотоноша, Черкас облаçĕ, Украина ССР, ССРП |
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, украин актёрĕ |
Хастар çулсем: | 1967 — х. в. |
Театр: | Луганскри мусăкпа драма украин театрĕ |
Биографи
тӳрлет1943 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче Золотоноша (халĕ Украинăри Черкас облаçĕ) хулинче (урăх хыпарпа, Черкасс облаçĕнчи Гришковка ялĕнче) çуралнă. Металлурги савутĕнче вăй хунă.
Киеври И. К. Карпенко-Карый ячĕллĕ ӳнер институтĕнче (1967, В. И. Харченко курсĕ) вĕренсе тухнă.
1967 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче Луганскри академи мусăкпа драма украин театрĕн тркппинче, 1987 çултанпа — унăн пултарулăх ертӳçи.
Кинора 1967 çултанпа ĕçлет.
2014 çулта Луганскра юлнă та ЛХР патшалăх структурине ĕçе кĕнĕ. Республика влаçĕсем ăна чысланă. 2018 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнче «Луганщинăна лăпкăлăх» пĕрлĕх юхăменчен ЛХР Халăх канашĕн депутачĕ пулса тăнă.
Çемье
тӳрлет- Ывăл — Владимир (17.5.1965, Ворошиловград — 18.9.1994, Киев).
- Ывăл — Артем Михайлович Голубович.
- Мăнук — Михаил Артемович Голубович.
Пултарулăх
тӳрлетТеатр
тӳрлет- «Молодая гвардия» (А. Фадеев романĕпе) — Иван Туркенич
- «Итальянская трагедия» (Э. Л. Войничăн «Овод» романĕпе) — Монтанелли
- «Пархоменко» — Пархоменко
- «Голубые олени» — комбат Чёрный
- «Дикий ангел» — Пётр
- «Рядовые» — Дугин
- «Последняя ночь Спартака» (Р. Откаленко) — Спартак
- «Память сердца» — Антонио Террачини
- «Порог» (А. Дударев) — Андрей Буслай
- «Принцесса и садовник» (Х. К. Андерсен юмахĕсемпе) — шулер
- «Ой, не ходи, Грицю…» — Хома