Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Спартак (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Спартак (лат. Spartacus) — Спартак пăлхавĕн ертӳçи. Çуралнă кунĕ паллă мар, çуралнă вырăнĕ Сандански, Болгари. Фраки çынни пулнă тесе шутлаççĕ. Пирĕн эрăччен 71 çулта Кăнтăр Италинчи Силари юханшыв патĕнче паттăррăн çапăçса вилнĕ.

Спартак вилĕмĕ, Герман Фогель, (нимĕç ÿнерçи) ĕçĕ

Рим çыннисем ăна чура туса хунă, кайран вăл хальхи Итали çĕрĕсем çинче пирĕн эрăччен 73-70 çулсенче пăлхав çĕкленĕ. Вăл ертсе пунă таркăн гладиаторсенчен тата чурасенчен пуçтарăннă çарĕ Рим легионĕсене темиçе çапăçура çĕмĕрнĕ. Ку пăлхава историксем Спартак пăлхавĕ тенĕ. Малтанхи икĕ Сицили пăлхавĕсем хыççăн ку чурана лекнĕскерсем çекленĕ çынсен виççĕмĕш пысăк пăлхавĕ шутланать.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.