Гильберт Давид

Давид Гильберт – (03.01.1862, Велау, Прусси — 04.02.1943,Гёттинген, Германи) - Математика енĕпе ĕçленĕ ăславçă. Инвариантсен теорине тата Евклид геометрийĕн аксиоматикине ăсталанă.

Гильберт Давид
David Hilbert
Hilbert.jpg
Çуралнă вăхăт: 1862, кăрлач, 3
Çуралнă вырăн: Велау, Калининград облаçĕ, Прусси
Вилнĕ вăхăт: 1943, нарăс, 4
Вилнĕ вырăн: Гёттинген, Германи
Патшалăх:

Германи империйĕ, Веймар республики, Виççĕмĕш райх

Ăслăх сфери: Математика
Альма-матер: Кёнигсберг университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Фердинанд фон Линдеман
Паллă вĕренекенсем: Эрих Хеке
Паллă: математика никĕсĕсем Функци анализĕ Гильберт проблемисем

Кёнигсберг университетне пĕтерсе 1885-мĕш çулта инвариантсен теорийĕпе диссертаци хӳтĕлет. Тепĕр çултан ку университетăн математика профессорĕ пулса тăрать.

Давид Гильберт 1886-мĕш çулта

1895-мĕш çулта Феликса Клейна чĕннипе Гильберт Гёттинген университетне куçса вăхăтĕнче Гаусс тата Риман ертсе пынă кафедрăна йышанать. Ку вырăнта вăл 35 çул ĕçленĕ.

Гёттингенра Гильберт вĕренекенĕсем хушшинче Эрнст Цермело, Герман Вейль, Джон фон Нейман (ун ассистенчĕ пулнă), Рихард Курант, Гуго Штейнгауз, Эммануил Ласкер шахмат чемпионĕ тата ыттисем те. Ăна хăйĕн вĕрентекенĕ тесе шутлакансен йышĕ тата пысăкрах, çав шутра Эмми Нётер тата Алонзо Чёрч. Ун доктор диссертцине хӳтĕленĕ 69 аспирант пулнă.

Математикăна пăрахса поэт пулса тăнă пĕр аспиранчĕ пирки калани паллă: «Лайăх, ун математика валли фантази сахал»[1].

Вырăсла куçарнă ĕçĕсемПравить

ВуламаллиПравить

  • Вейль Г. Давид Гильберт и его математическое творчество. // Математическое мышление. — М.: Наука, 1989. — ISBN 5-02-013910-6
  • Визгин В. П. Релятивистская теория тяготения (истоки и формирование. 1900—1915 гг.). — М.: Наука, 1981. 352 с.
  • Констанс Рид. Гильберт. — М.: Наука, 1977.
  • Паршин А. Н. Давид Гильберт и теория инвариантов // Историко-математические исследования. — М.: Наука, 1975. — № 20.

КаçăсемПравить

АсăрхавсемПравить