Герасимов Валерий Васильевич
Вале́рий Васи́льевич Гера́симов (1955, авăн, 8, Хусан çур.) — совет тата раççей çар пуçлăхĕ, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп штабĕн пуçлăхĕ.
Валерий Васильевич Герасимов | |||||
Çуралнă вăхăт | 1955, авăн, 8 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Хусан, Тутар АССР, РСФСР, СССР | ||||
Пăхăнулăх |
| ||||
Çар ăрачĕ | Мотоперевçĕ çарĕсем | ||||
Командăланă | Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штабĕ | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Биографи
тӳрлетВалерий Васильевич Герасимов 1955 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Хусанта, ĕçтеш çемьинче, çуралнă. Хусанти суворов вăрçă училищинче (1971—1973), Хусанти аслă вăрçă команда училищинче (1973—1977), Бронетанк çарĕсен Р. Я. Малиновский ячĕллĕ вăрçă академинче (1984—1987), Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă çарĕсен Тĕп штабĕн вăрçă академинче (1995—1997) пĕлӳ пухнă.
Хĕсметре курсант, взвод командирĕ, рота командирĕ, батольон командирĕ (Польшăри Çарсен çурçĕр ушкăнĕн 90-мĕш гварди танк дивизин 80-мĕш танк полкĕ), Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕнче батольон штабĕн пуçлăхĕ (1977—1984), ВАБТВ вĕренӳçĕ, Балтиçум вăрçă тăрăхĕнче тата Çарсен çурçĕр-анăç ушкăнĕнче танк полкĕн командирĕ, танк полкĕн штаб пуçлăхĕ - командир çумĕ, гварди мотострелок дивизин штаб пуçлăхĕ (1987—1993) - командир çумĕ (1993—1995) пулнă. 1994 çулхи çӳрла уйăхĕнче дивизие Мускав вăрçă тăрăхне (Ельня хулана) куçарнă чухне ертсе пынă.
Авланнă, ывăла çитĕнтерет.
2014 çулхи ака уйăхĕнче 2014 çулхи Украинăри кризис хыççăн Украина тухăçĕнчи хĕçпăшаллă хирĕçӳпе Крымри пулăмсем хыççăн ăна Европа пĕрлешĕвĕ, çу уйăхĕнче — Канадăн — санкци ят-йышне кĕртнĕ.[1][2]
Чысланисем
тӳрлет- Раççей Федерацин Паттăрĕ (2016)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Council Implementing Regulation (EU) No 433/2014 of 28 April 2014. Official Journal of the European Union (29.04.2014).
- ^ http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1318976-echo/
Каçăсем
тӳрлетШаблон:Мускав вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем Шаблон:Ленинград вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕсем