Гастелло Николай Францевич
Николай Францевич Гастелло (23 апреля (6 мая) 1907 — çĕртме, 26 1941) — совет çар вĕçевçи, капитан (1940). Совет Союзĕн Паттăрĕ (утă, 26 1941, вилнĕ хыççăн[1]).
Кун-çулĕПравить
Мускавра çуралнă. Белорус. Ашшĕ завод ĕçтĕшĕ.
1914-1918 çулсенче Сокольникири хула арçын училищинче вĕреннĕ. Муромра Мускав-Хусан чукун çулĕнче вакранçи тата чукун çул ăсти пулса ĕçленĕ.
1928 çултанпа ВКП(б) юпташĕ. 1932 çулхи çу уйăхĕнче РККА ĕретне тăрать. 1933 çулта Луганскри вĕçевçĕсен çар авиаци шкулне вĕренме кĕрет. Ростов-Тан-çинчи бомбă пăрахакан авиаци бригадинче хĕсметре тăрать. Халхин-Гол (1939) патĕнчи тата 1939—1940 çулхи Совет-финн вăрçине хутшăнать. 1940 çулта вăл капитан хисепне тивĕçет.
1941 çулхи çĕртме, 24 Гастелло инçет бомба пăрахакан авиацийĕн 3-мĕш бомба пăрахакан авиаци корпусĕн 42-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци дивизин 207-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци полкĕн 2-мĕш авиаци эскадрильин командирĕ пулса тăрать.
ВилĕмĕПравить
1941 çулхи çĕртме, 26 Молодечно — Радошковичи çулĕ çинче тăшман мотоколоннине бомбăланă. Тăшман снарячĕ самолётăн çунăк япала бакне лекет. Гастелло çулăма кĕнĕ самолёта тăшман колоннине тĕллесе кĕртет. Пур экипаж: А. А. Бурденюк, Г. Н. Скоробогатый лейтенантсем, А. А. Калинин аслă сержант паттăррăн пуçне хурать.
АстăвăмПравить
Гастелло вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне тивĕç пулать, унăн экипажне — Бурденюк, Скоробогатый и Калинин — вилĕм хыççăн 1-мĕш степĕньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чыслаççĕ. Cовет Cоюзĕн нумай хулисен урамĕсене паттăрăн ятне панă.
Çавăн пекех пăхăрПравить
Гастелло вил тăприне эксгумаци туниПравить
1951 çулта Гастелло вил тăпри çĕрĕнче эксгумаци ĕçне ирттернĕ. Унăн япалисене тупайман, анчах — командира 207 полк 3 эскадрильин командирĕн Александр Спиридонович Масловăн япалисене тупнă
КаçăсемПравить
- Альтернативла верси
- Гастелло çапăçăвне тĕпченĕ материалсем
- Антон Сидоренко. Где вы, капитан Гастелло? Архивленĕ 10 Пуш уйӑхӗн 2009 çулта.
- Николай Гастелло Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Мускав журналĕ. Кăссайлă вĕçевçĕ çинчен чăнлăх
- Два Капитана. «Известия», 29 января 1997 г. Архивленĕ 10 Пуш уйӑхӗн 2009 çулта.
- Федор Воробьев. Николай Гастелло – подвиг, которого не было. Архивленĕ 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011 çулта.
- Критика альтернативной версии
- Искушение «Св. Эдуарда». Кирилл Экономов Архивленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2007 çулта.
- Страна.ру о противоречивых версиях событий Архивленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2006 çулта.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза капитану Гастелло Н. Ф.» от 26 июля 1941 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1941. — 8 августа (№ 35 (150)). — С. 1.