Ганин Алексей Алексеевич
Алексей Алексеевич Ганин (1893, Коншино ялĕ, Кадников уесĕ, Вологда кĕперни — 1925, Мускав) — вырăс сăвăçи тата прозăçи, Сергей Есенинăн çывăх тусĕ. 1924 çулхи кĕркунне Алексей Ганина «Вырăс фашисчĕсен орденĕ» йышне кĕнĕ тесе айăпласа аресленĕ. 1925 çулта ăна суд тумасăрах персе пăрахнă, 1966 çулта реабилитациленĕ.
Алексей Алексеевич Ганин | |
Çуралнă вăхăт: | 1893, утă, 28 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Раççей империйĕ, Вологда кĕперни, Кадников уесĕ, Коншино |
Вилнĕ вăхăт: | 1925, пуш, 30 |
Вилнĕ вырăн: | СССР, РСФСР, Мускав, Лубянкăри патшалăх хăрушсăрлăх органĕсен çурчĕн нӳхрепĕ |
Гражданлăх: |
Раççей империйĕ РСФСР ССРП |
Пултарулăх çулĕсем: | 1913—1924 |
Тĕлĕ: | Çĕнĕ çĕрĕçтеш поэзийĕ |
Жанр: | Поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
www.a-ganin.ru | |
Ганин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Биографи
тӳрлетПултарулăх
тӳрлет1917 çулта Николай Клюевпа, Сергей Есенинпа тата Орешинпа пĕрле Ганин «Скифы» сулахай эсер енлĕ альманахра пичетленнĕ. 1918 çулта поэт Александр Блокпа паллашать. Çав çултах вăл Хĕрлĕ Çарта фельдшер пулса хĕсметре тăрать. 1920 çулта имажинистсен «Конница бурь» пухмачĕнче хайлавсене кăларать. 1920-21 çç. Вологдăра «Звёздный корабль» поэмăна миниатюра кăларăмĕпе кун çутине кăларать.