Галкина Елена Николаевна

Елена Николаевна Галкина (10.11.1953, Аслă Чемен ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) – чăваш, совет, раççей юрăçи (меццо-сопрано).

Елена Галкина
Çуралнă чухнехи ят: Галкина Елена Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1953 çулхи чӳк, 10
Çуралнă вырăн: Аслă Чемен ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш Ен, СССР
Професси: опера артисчĕ
Гражданлăх:
Хастар çулсем: 1975 - х.в.
Театр: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем: Азучена, Маддалена, Флора, Эмилия, Марцелина, Берта, Ольга, Полина, Кончаковна
Спектакльсем: «Травиата», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Нарспи», «Шывармань»

Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2006)[1] [2]

Биографи

тӳрлет

1975 çулта Шупашкарти мусăк вĕрентĕшĕнче вокал уйрăмĕнче (И.В. Калентьев класĕ) вĕренсе тухнă. Диплом илсенех ăна хора ĕçлеме чĕннĕ. 1993 çултанпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ пулса тăрăшать. Унăн репертуарĕнче анăç европа тата вырăс композиторĕсен ĕçĕсенчи пĕрремĕш сăнарĕсем: Азучена, Маддалена, Флора, Эмилия («Трубадур», «Риго­летто», Марцелина («Свадьба Фигаро», В.А. Моцарт), Берта («Севильский цирюльник», Дж. Россини); Ольга, Поли­на («Евгений Онегин», «Пиковая дама», П.И. Чайковский), Кончаковна («Князь Игорь», А.П. Бо­родин).

Хальхи композиторсен ĕçĕсенче – Богатая дама («Портрет», В.Г. Пигузов).

Елена Николаевна асăма юлакан сăнарсене классика опереттисенче кăтартнă: Чипра («Чикан баронĕ», И. Штраус), Чикан хĕрĕ («Марица», И. Кальман), Милица («Хавас тăлăх арăм», Ф. Легар).

Хăйĕн характерне питĕ уçăмлă чăваш композиторĕсен лирика оперисемпе мусăк камичĕсенче палăртнă: Сплетница («Нарспи», Г.Я. Хирбю), Чакак, Феланья Аркадьевна («Шывармань», «Анаткасра» Ф.С. Васильев). Нумай хушă та ăнăçлă ача-пăчасен мусăк спектаклĕсенче тăрăшать: Усал патша майри («Белоснежка и семь гномов», Э.С. Колмановский), Атаманша («Бременские музыканты» Г.И. Гладков).

Джузеппе Верди тата В.А. Моцарт композиторсен реквиемĕсене, И.С. Бахăн «Магнификатине» юрланă.

1998–2004 çулсенче çаплах Муниципаллă «Классика» юрă капеллинче ĕçленĕ. Унти концерт репертуарĕ: А.А. Варламов, М.И. Глинка, П.И. Чайковский кĕввисем.

Литература

тӳрлет
  1. Заломнов П.Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены. Ч., 2002.
  2. Галкина, Е. Н. Елена Галкина: «Ҫуркунне – тӗнче илемӗ» / Е. Н. Галкина ; К. Киргизова калаҫнӑ // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 3. – С. 149-153.
  3. Краснова, Т. Сцена ҫинче – 30 ҫул ытла / Т. Краснова // Хыпар. – 2008. – 18 чӳк. – С. 2.
  4. Галкина Елена Николаевна // Батыревская энциклопедия. – Шупашкар, 2005. – С. 58.
  5. Говорова, Н. А голос так дивно звучит / Н. Говорова // Республика. – 2005. – 2 марта (№ 8). – С. 6.
  6. Данилова, И. В. Галкина Елена Николаевна / И. В. Данилова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 397–398.
  7. Данилова, И. Сцена отвечает ей взаимностью / И. Данилова // Совет. Чувашия. – 2005. – 1 марта.
  8. Заломнов, П. Д. Галкина Елена Николаевна // Заломнов, П. Д. Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Шупашкар, 1992. – С. 34.
  9. Заломнов, П. Д. Галкина Елена Николаевна // Заломнов, П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Шупашкар, 2002. – С. 80.

Асăрхавсем

тӳрлет