Вестра-Гёталанд
Вестра-Гёталанд лен (Вестра-Ёталанд;шв. Västra Götalands län) — Швецин анӑҫ ҫыранӗнче Скагеррак тинӗс пырӗ хӗррипе, ӗлӗкхи Вестергётланд, Бохуслен тата Дальсланд провинцисен ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ лен. Вермланд, Йёнчёпинг, Эребру, Эстергётланд тата Халланд ленсемпе чикӗленет. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Эльвсборг, Гётеборг-Бохус ленӗсене тата Скараборг ленӗн пысӑкрах пайне пӗрлештерсе йӗркеленӗ. Администраци Гётеборг хулара вырнаҫнӑ.
Халӑх йышӗ
тӳрлетВестра-Гёталанд Швецире халӑх йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Апла пулин те кунта халӑх йышлӑхӗ тикӗс мар. Халӑх йышӗнчен ҫурри Гётеборг районӗнче пурӑнать. 1996 ҫулта лен халӑхӗн 83 % 311 ял-хулара пурӑннӑ, вӗсенчен чи пысӑккисем — Гётеборг, Мёльндаль, Бурос, Тролльхеттан, Шёвде, Уддевалла, Лидчёпинг, Алингсос тата Венерсборг.
Административлӑ пайланӑвӗ
тӳрлетЛен 49 коммунӑран тӑрать.
№ | Коммуна | № | Коммуна | № | Коммуна | № | Коммуна |
---|---|---|---|---|---|---|---|
1 | Але | 16 | Лерум | 31 | Сутенес | 46 | Чёрн |
2 | Алингсос | 17 | Лилла-Эдет | 32 | Танум | 47 | Эккерё |
3 | Бенгтсфорс | 18 | Лидчёпинг | 33 | Тьоребуда | 48 | Эссунга |
4 | Боллебюгд | 19 | Люсечиль | 34 | Тибру | 49 | Ю |
5 | Бурос | 20 | Мариестад | 35 | Тидахольм | ||
6 | Вара | 21 | Марк | 36 | Транему | ||
7 | Венерсборг | 22 | Меллеруд | 37 | Тролльхеттан | ||
8 | Воргорда | 23 | Мёльндаль | 38 | Уддевалла | ||
9 | Гётеборг | 24 | Мункедаль | 39 | Ульрисехамн | ||
10 | Гресторп | 25 | Омоль | 40 | Уруст | ||
11 | Гулльспонг | 26 | Партилле | 41 | Фальчёпинг | ||
12 | Дальс-Эд | 27 | Свенъюнга | 42 | Ферьеланда | ||
13 | Йётене | 28 | Скара | 43 | Херръюнга | ||
14 | Карлсборг | 29 | Стенунгсунд | 44 | Херрюда | ||
15 | Кунгэльв | 30 | Стрёмстад | 45 | Шёвде |
Экономика
тӳрлетВестра-Гёталанд лен экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ. Ӗҫ вырӑнӗсен ытларах пайӗ Гётеборг районӗнче вырнаҫнӑ, Тролльхеттан-Венерсборг, Бурос тата Шёвде районӗнче — сахалрах. Ял хуҫалӑхӗ Венернпа Веттер хушшинчи тӑрӑхра пысӑк вырӑн йышӑнать. Сухалакан ҫӗрӗсем ленӑн 21 % яхӑн лаптӑкне йышӑнаҫҫӗ, ку вӑл ҫӗршывӑн унашкал мӗнпур ҫӗрӗнчен 18 % шутланать. Лен экономикинче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пысӑк вырӑн йышӑнать. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сурӑхсен йышне илес пулсан Вестра-Гёталанд Швецире пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, сыснасен йышӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать.
Ленра вӑрман хуҫалӑхӗпе пулӑ тытасси аталаннӑ. Ҫӗршывра пулӑ тытнин калӑпӑшне пӑхсан кунта ҫуррине тытаҫҫӗ. Вестра-Гёталандра промышленность та аталаннӑ: кунта автомобиль кӑларасси, машина тӑвасси, нефть тирпейлесси, хими промышленноҫӗ ытти те пур. Ҫӗршыври промышленноҫри кашни пиллӗкмӗш ӗҫ вырӑнпе тенӗ пекех ҫак лен тивӗҫтерет.
Паллӑ вырӑнсем
тӳрлетӐнлантарусем
тӳрлет- ^ archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ http://www.lansstyrelsen.se/vastragotaland/sv/nyheter/2017/sidor/idag-borjar-landshovding.aspx/
- ^ https://perma.cc/63BJ-D92M
- ^ Folkmängd och befolkningsförändringar - Kvartal 3, 2024 — Центральное статистическое бюро Швеции, 2024.
- ^ https://www.trakai.lt/gyventojams/tarptautinis-bendradarbiavimas/miestai-partneriai/631
- ^ 1, 2 тата 3 Land- och vattenareal per den 1 januari efter region och arealtyp. År 2012–2019 — Центральное статистическое бюро Швеции, 2019.
Каҫӑсем
тӳрлет- vastragotaland.se (швед.)
Швеци ленĕсем | ||
Блекинге | Даларна | Готланд | Евлеборг | Халланд | Емтланд | Ёнçёпинг | Кальмар | Крунуберг | Норрботтен | Сконе | Стокгольм | Сёдерманланд | Уппсала | Вэрмланд | Вэстерботтен | Вэстерноррланд | Вэстманланд | Вэстра Ёталанд | Эребру | Эстерйёталанд |