Вутхӳре (лат.Phoenicurus phoenicurus) – çерçирен кăшт пĕчĕк кайăк.
Лăсăллă вăрмансенче кăна пурăнмасть, этем пурăнакан вырăнсене те килĕштерет.
Çăмартисем (6-7) кăвак тĕслĕ. Ами пусра 13-14 талăк ларать. Апатланма час-часах вĕçсе тухать. Таврăнсан çăмартисене çавăрать. Аçи йăвинчен аякка каймасть, ами апатран 15 минутра таврăнмасан, пусса ларать. Ами çу каçа икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Хурт-кăпашанкăсăр пуçне çырла та çиет.
Ака уйăхĕн вĕçĕнче Африкăпа Аваринчен вĕçсе килет, каялла çурла уйăхĕн вĕçĕнче кайма пуçлать.
Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк.