Вутă
Вутă — çутăпа ăшă тумашкăн кăмакара, кăвайтра çунтармалли йывăç татăкĕ.


Раççейре вутă пахалăхне ГОСТ 3243-88 йывăç тĕсĕпе, тăршшĕпе, варринци çĕрĕкĕн лаптăкĕпе (урлă каснă лаптăкĕн проценчĕпе), çĕрĕк йывăçсен пайĕпе (урлă каснă лаптăкĕн 30 - 65 % çĕрĕк) тата туратсен юлашкин çӳллĕшĕпĕ нормăллаççĕ.
Хурăн вутисем чи хĕрӳллисем шутланаççĕ, ăвăс вутти - чи сивви.


Вутăна хатĕрлени тӳрлет
Вутăна ытларах пуленке туса типĕтсе упраççĕ. Йывăçа, тĕпĕнчен касса ӳкернĕ хыççăн, вулипе шултра турачĕсене пăчкăпа 40-60 см тăршшĕпе татаççĕ, кайран пуртăпа тăрăхла çураççĕ. Çурма ятарлă пуртă-колунпа усă курсан çăмăлтарах, унăн çивĕчĕшĕ савăл евĕр (30° танрах). Колунпа пысăк та тачă йывăçа çурма пулать. Пуртă пуленке çине çивĕчĕшĕпе кĕрсе ларкалать. Вара, пуртăна кăларас е çурса ярас тесе тӳртĕшпе тунката çине туртса çапаççĕ.
Сĕнӳсем тӳрлет
Çав. пекех тӳрлет
Литература тӳрлет
- Миттинг Л. Норвежский лес: Скандинавский путь к силе и свободе / Ларс Миттинг. — М.: Эксмо, 2017. — 10000 экз. — ISBN 978-5-699-90007-7
Каçăсем тӳрлет
Вутă Викиампарта? |
- ГОСТ 3243-88 ДРОВА. Техника условисем Архивленĕ 1 Чӳк уйӑхӗн 2019 çулта.(выр.)
- Вутă епле касмалла (е çурмалла)(выр.)