Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм (Рослин ӳкерчĕкĕ)

«Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм» (шв. Damen med slöjan) — Александр Рослин (Alexander Roslin, 1718—1793) швед ӳкерçин 1768 çулта хайланă ӳкерчĕкĕ . Халĕ вăл Швеци наци музейĕнче Стокгольмра упранать. Пысăкăшĕ — 65×54 см[1][2].

Александр Рослин
Вуаль пĕркеннĕ хĕрарăм, 1768
шв. Damen med slöjan
Пусма, çу.
Швеци наци музейĕ, {{{вырнаçтарнă}}}

Ăнлантарни

тӳрлет

Ӳкерчĕк çинче Мария-Сюзанна Жиру (Marie-Suzanne Giroust, 1734—1772) франс ӳкерçине кăтартнă, качча кайсан Рослин — Александр Рослинăн арăмĕ. Тумтирĕ çав вăхăтри Болонья хĕрарăмĕсен моди йăлипе. Сăн-питне кăштах пурçăн вуаль хуплать, сылтăм аллинче вăл веер тытнă. Вăл шурă эрешлĕ шупка пурçăн капăр платье тăхăннă[3].

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ӳкерчĕке Парис салонĕнче кăтартнă хыççăн, Дени Дидро çыравçă ăна «питĕ пикантла» тесе палăртнă (фр. très piquante)[1][4].

Ӳкерчĕке Швеци наци музейне 1945 çулта парнеленĕ.

1972 çулта Швецире çак ӳкерчĕклĕ почтă марки тухнă[5].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 The Lady with the Veil (the Artist's Wife), by Alexander Roslin (акăлч.) (HTML). Nationalmuseum, Stockholm. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
  2. ^ Highlights: Famous and Forgotten Art Treasures from Nationalmuseum (акăлч.) (PDF). Nationalmuseum, Stockholm — www.nationalmuseum.se. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
  3. ^ The Lady with the Veil, by Alexander Roslin (акăлч.) (HTML). Nationalmuseum, Stockholm — www.nationalmuseum.se. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
  4. ^ Maarten Levendig Alexander Roslin: The Lady with the Veil (1768); Nationalmuseum, Stockholm (акăлч.) (HTML). rijksmuseumamsterdam.blogspot.com (2013 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 18 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
  5. ^ Bruce L. Johnson 150 Years of Swedish Stamps (акăлч.) (PDF). Philateli-Graphics, 2005, v.27, No.3 — www.graphics-stamps.org. Тĕрĕсленĕ 11 Авӑн уйӑхӗн 2014.

Каçăсем

тӳрлет