Дворжецкий Владислав Вацлавович

(Владислав Дворжецкий ҫинчен куҫарнӑ)

Владислав Вацлавович Дворжецкий (26.4.1939, Омск, РСФСР, ССРП — 28.5.1978, Гомель, Гомель облаçĕ, Беларуç ССР, ССРП) — совет/раççей кино актёрĕ.

Владислав Дворжецкий
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Владислав Вацлавович Дворжецкий
Çуралнă вăхăт: 1939, ака, 26
Çуралнă вырăн: Омск, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1978 çу, 28
Вилнĕ вырăн: Гомель, Гомель облаçĕ, Беларуç ССР, ССРП
Професси: совет/раççей кино актёрĕ
Карьера: 1969—1978
Чыславсемпе парнесем:
Тарас Шевченко ячĕллĕ Украина ССР наци премийĕ — 1975

Биографи

тӳрлет

1939 çулхи акан 26-мĕшĕнче Омск хулинче Таисия Рэй балеринăпа Вацлав Дворжецкий актёр килйышĕнче çуралнă. Владислав ачалăхĕ йывăр килнĕ. 1941 çулта кĕркунне «контрреволюци майлă пропагандăшăн тата агитацишĕн» ашшĕне аресленĕ. Çавăнпа та амăшĕн — Таисия Владимировнăн — ĕçе вырнаçмашкăн хĕн пулнă. Ача выçă та, сивĕ хваттерте пĕчченех юлса та пурăннă.

Шкулта вăта пĕлӳ илнĕ хыççăн 1956—1959 çулсенче Омскри медицина училищинче вĕреннĕ.

1959—1961 çулсенче хĕсметре Сахалин утрав çинче, тăнă, полкăн медицина пунктĕнчи аптекăра фельдшер пулса тăрăшнă. Ташăра хăйĕн пулас арăмĕпе — Альбинăпа — паллашнă. Виçĕ çул иртсен, ăна, Александр ывăлĕпе пĕрле пăрахса хăварнă (пĕр версипе — Альбина улталанăшăн) та Омска таврăннă[1].

Хăйĕн хĕрĕххĕмĕш çулĕнче вичкĕннĕн чĕре татăлнипе 1978 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче Гомельре гастрольте чухне вилсе кайнă. Çакăнчен икĕ çул маларах, 1976 çулта çу уйăхĕнче Минск патĕнче, Дворжецкий автокатастрофăна лекнĕ, анчах та аманман.

Мускаври Кунцево çăвинче пытарнă. Скульптура авторĕ — Елена Филатова[2].

Килйыш

тӳрлет
  • Ашшĕ — Вацлав Янович Дворжецкий (1910—1993);
  • Амăшĕ — Таисия Владимировна Рэй (?—1981); 1946 çулта В. Я. Дворжецкирен уйрăлнă[4].
  • Пĕрремĕш арăмĕ — Альбина Дворжецкая;
    • Ывăл — Александр (1962 çур.), бизнесмен;
  • Иккĕмĕш арăмĕ — Светлана Васильевна Пиляева (1947 çур.), актриса, режиссёр, халĕ Омскра пурнать;
    • Хĕрĕ — Лидия (1968—1998);
      • мăнуксем — Алексей, Егор, Антон, Захар, Максим;
  • Виççемĕш арăмĕ — Ираида Дворжецкая, манекенщица, вилнĕ;
    • Ывăлĕ — Дмитрий (1974 çур.);
  • Тăваттăмĕш арăмĕ (1976 çултанпа) — Наталья Литвиненко, исполкомра ĕçленĕ.

Фильмографи

тӳрлет
  1. 1967 — Незабываемые годы (фильм-спектакль)
  2. 1970 — Тарни — генерал Роман Валерьянович Хлудов
  3. 1970 — «Сăваплă Лукка» таврăнни — вор-рецидивист Михаил Иванович Карабанов
  4. 1971 — Нам некогда ждать — атаман Вадим Орлов
  5. 1972 — Солярис — пилот Анри Бертон
  6. 1973 — Возврата нет — Николай Яковлевич Никитин, фронтовик, колхоз председателĕ
  7. 1973 — Зарубки на память — коммунист Петря Радукан
  8. 1973 — За облаками — небо — Сергей Руднев вĕçевçĕ
  9. 1973 — Санников çĕрĕ — Александр Петрович Ильин, ăсчах, экспедици организаторĕ
  10. 1973 — Открытая книга — Дмитрий Дмитриевич Львов, ăсчах
  11. 1973 — Сад (короткометражный) — фотоательене килекен
  12. 1974 — До последней минуты — Ярослав Галан, çыравçă
  13. 1975 — Единственная дорога — Вальтер Хольц, нимĕç офицерĕ, автоколонна пуçлăхĕ
  14. 1975 — Там, за горизонтом — Сергей Руднев вĕçевçĕ
  15. 1976 — Капитан Немо — Капитан Немо, вăлах принц Даккар
  16. 1977 — Легенда о Тиле — Филипп II, Испани королĕ
  17. 1977 — Юлия Вревская — Александр II, раççей императорĕ
  18. 1978 — Встреча на далёком меридиане — Ник Реннет, американ физик-ăсчахĕ
  19. 1978 — Однокашники — Николай Васильевич Лобанов, çӳллĕ шайри чиновник

Литература

тӳрлет
  • Ширяев Ю.. Владислав Дворжецкий // Актёры советского кино. Вып. 9. / Ред.-сост. А. М. Сандлер. — М.: Искусство, 1973. — С. 92—105.
  • Вацлав Дворжецкий — династия. — Нижний Новгород: Деком, 1999.
  • Шакула С. Феномен кіноактора Владислава Дворжецького. — Киев: Вадим Карпенко, 2015.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет