Владимиров Юрий Андреевич

Владимиров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Юрий Андреевич Владимиров – (1932, Чăваш АССР, Канаш районĕ, Чарпуç ) - совет тата раççей биологĕ, биологи ăслахĕсен тухтарĕ (1968), профессор, СССР МĂА (1988, 1992 çултан — РМĂА, 2013 — РĂА) академикĕ, СССР патшалăх премин лауреачĕ. Мускав патшалăх университечĕн фундаменталлă медицина факультечĕн медицина биофизики кафедрин пуçараканĕ тата ертӳçи, "Journal of Free Radical Biology and Medicine", "Journal of General Physiology and Biophysics", "Биофизика", "Биологические мембраны", "Toxicology" журналсен редколлеги пайташĕ [1]

Владимиров Юрий Андреевич
Çуралнă вăхăт: 18 çурла 1932
Çуралнă вырăн: Чăваш АССР Канаш районĕ Чарпуç
Патшалăх:

 →

Ăслăх сфери: биологи
Ăсчах степенĕ: биологи ăслахĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: РĂА академикĕ, СССР МĂА академикĕ
Альма-матер: Мускав патшалăх университечĕ
Паллă: Мускав патшалăх университечĕн фундаменталлă медицина факультечĕн медицина биофизики кафедрин пуçараканĕ тата ертӳçи
Чыславсемпе парнесем


Туслăх орденĕ СССР патшалăх парни

Нумай çул хушши Иккĕмĕш Мускав медицина институчĕнче биофизика кафедрин ертӳçи пулнă.

Биологи реакцисем вăхăтĕнчи Питĕ хавшак çуталнине, белоксен люменисценцине тата ыт. тĕпченĕ.

Паллă ĕçĕçем тӳрлет

  • Фотобиология и спектральные методы исследования, Практикум по общей биофизике, под ред. Б. Н. Тарусова, т. 8, М., 1964 (совм, с Литвиным Ф. Ф.);
  • Фотохимия и люминесценция белков, М., 1965;
  • Сверхслабое свечение при биохимических реакциях, М., 1966;
  • Перекисное окисление липидов в биологических мембранах, М., 1972 (совм, с Арчаковым А. И.);
  • Флуоресцентные зонды в исследовании' биологических мембран, М., 1980.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет