Викимедиа фончĕ
Викиме́диа фончĕ (акăл. Wikimedia Foundation Inc) — коммерцилле мар йĕркеленӳ, ирĕклĕ саралакан контент тăвакан тетел-пĕрлĕхĕсене — вĕсенчен чи паллăраххи ирĕклĕ «Википеди» энциклопедийĕ — ĕç никĕсне йĕркелесе пулăшаканĕ. Фондăн ĕç-пуçĕ ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. «Ирĕклĕ контента» (GFDL, CC-BY(-SA) лицензиллĕ, е этем пĕрлĕ усă курăвĕнчи текстсем тата ӳкерчĕксем) тата «ирĕклĕ кода» (GPL лицензилле программа кодне) пĕтĕм тĕнчери ирĕкле ĕçлекекенсем хатĕрлесе кĕртеççĕ.
Викимедиа фончĕ Wikimedia Foundation, Inc. | |
Тĕс | 501(c)(3) коммерцилле мар йĕркеленӳ |
---|---|
Йĕркеленĕ çул | çĕртме, 20 2003 |
Вырнаçăвĕ | Сан-Франциско, Калифорни, АПШ |
Паллă çынсем |
Тин Чэнь, Шанчăклă çынсен канашĕн председателĕ Джимми Уэйлс, чыслă председатель[1] |
Элчелĕх | Мĕнпур тĕнче |
Ĕçлĕх сфери | Вики-проектсем |
Пухăмсем | $1,508,039 |
Тупăш | $1,508,039 |
Ĕçтешсен шучĕ | 12 тара тытнă çын |
Веб-сайт |
wikimediafoundation |
Фонда йĕрклени çинчен 2003 çулхи çĕртме, 20 унченех туса хунă Википеди никĕслекенĕ Джимми Уэйлс пĕлтерет.
Проектсем
тӳрлет- Викисăмахсар — универсаллă, нумай чĕлхеллĕ сăмахсар.
- Викикаларăш — цитатăсен пуххи.
- Викивулавăш — тăван текстлă вулавăш.
- Викивĕрентӳ — вĕрентӳ литератури.
- Викиверситет — кĕрет мар вĕренӳ ĕлки.
- Викихыпар — уçă çĕнĕ хыпар агентстви.
- Викиампар — мультимедиа файлĕсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.
- Викитĕссем — таксономи биологи тĕсĕсен хыпар кĕнеки.
- Мета-вики — Фонд проекчĕсене йĕркелесе пыракан Вики.
Шанăçлă çынсен канашĕ
тӳрлет8 çынран тытăнса тăракан шанăçлă çынсен канашĕ Фонд влаçĕн аслă органĕ шутланать.
- Майкл Сноу, председатель (2010 çулхи утăччен)
- Джимми Уэйлс, чыслă председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Ян-Барт де Фриде, çум-председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Домас Митузас, ĕçтăвакан секретарь
- Стюарт Уэст, хыснаçи (2009 çулхи раштавчен)
- Кэт Уолш (2009 çулхи утăччен)
- Тин Чень (2009 çулхи утăччен)
- Арне Клемперт (2009 çулхи утăччен)
Канаша суйланă тата палăртса лартнă пайташ кĕрет. Суйланисене çĕртмере е утăра улăштараççĕ, палăртса лартнисене — раштавра.
Фонд уйрăмĕсем
тӳрлетФондăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм тĕнчери 19 «регион уйрăмĕсен» тетелĕ тытса пырать, вĕсенче ирĕк кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Хальхи самантра «регион уйрăмĕсем» Австралире, Австрире, Аргентинăра, Хункăрире, Германире, Гонконгра, Израильте, Индонезире, Италире, Нидерландсенче, Норвегире, Польшăра, Раççейре, Сербире, Таиландра, Украинăра, Францире, Чехире, Швецире тата Швейцарире пур; Бразилире тата Аслă Британире йĕркелес ĕç пырать. «Регион уйрăмĕсем» термин пулин те, çак йĕркелӳсем хăй ирĕклĕ шутланаççĕ, вĕсен «амăш» Фондчĕпе пĕрлĕ тĕллев — лицензи енчен ирĕклĕ пĕлӳ материалĕсене тăвасси, сарасси.
Викимедиа РУ
тӳрлет2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче Раççейре энциклопеди пĕлӳлĕхе сарма пулăшакан коммерциллĕ мар «Викимедиа РУ» пĕрлĕхне туса хунă, вăл «Викимедиа фондчĕпе» официаллă çыхăнса Раççей территоринче Викимедиа Фондăн проекчĕсене (вĕсенчен чи палли ирклĕ тетел-энциклопеди «Википеди») туса пырать».
Çак йĕркелĕве тăвас шухăш 2005 çултах çуралнăччĕ, хастар хатĕрлĕнӳ ĕçĕсем 2007 çулăн кĕркунне тин тапранчĕç. 2008 çулхи çу, 24 хатĕрленĕ учредитель докуменчĕсене «Викимедиа фондăн» шанăçлă çынсен канашĕ официаллă ырланă — шăпах çак кун «Викимедиа» проекчĕсенче раççей йĕркелĕвĕн çуралнă кунĕ шутланать. 2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче «Викимедиа РУ» коммерцилле мар йĕркелӳсен реестрне кĕрсе регистрацин юридици процедури вĕçленни пирки хыпарларĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Board of Trustees - Wikimedia Foundation. Wikimedia Foundation (2008-01-15). çăлкуçран архивланă 15 Кӑрлач уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 19 Кӑрлач уйӑхӗн 2008.
Каçăсем
тӳрлетВикимедиа фончĕ Викиампарта? | |
? | Метавикире|
Викимедиа фончĕ Викихыпарта? |