Васильев Александр Григорьевич

Александр Георгиевич Васильев — чăваш кĕвĕçи. 1948 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă, çавăнтах 8 класс вĕренсе тухнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Александр Григорьевич çамрăклах купăспа вылянă, кайран — баянпа.

1963-1967 çулсенче Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕнче В. А. Ходяшев патĕнче вĕреннĕ.

1967-1972 çулсенче Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Музыкăпа педагогика институчĕн композици класĕнче вĕреннĕ.

1982-2001 çулсенче — Чăваш Енĕн кĕвĕçĕсен пĕрлĕхĕн правлени пуçлăхĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Кĕвĕçĕн чи пысăк ĕçĕ — Ç. Элкерĕн «Под гнетом» поэми тăрăх (либретто — Г. Краснов) çырнă 3 пайлă «Чакка» опера. Ăна институтра Г. И. Литинский класĕнче çырнă. Оперăри ĕçсем Пугачев пăлхавне пуcарнă хыççăн чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Чакка — хресченсен ертӳçи. Паллă ĕçĕсем шутне çавăн пекех икĕ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чăвашсен кĕвĕ фольклорĕпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчĕсем, т.ыт. кĕреççĕ.

Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлă ун ĕçĕсен пуххине пичетленĕ (1990).

Симфониллĕ ĕçсенчен паллисем

тӳрлет
  • «Праздничная увертюра» (халăх йăлисем тăрăх, 1974);
  • «Токката» (1974);
  • «Приношение Федору Павлову» (кĕвĕç 100 çул тултарнă май çырнă, 1992).

Чысĕсем

тӳрлет
  • Чăваш Енĕн ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981),
  • Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ («Весенние хороводы» хор кантатишĕн, 1982),
  • Пĕтĕм Раççейри çамрăк кĕвĕçĕсен курав-конкурсăн лауреачĕ (Иккĕмĕш струнăллă квартетшĕн, 1969).
  • Чăваш Енĕн Патшалăх премийĕ (1997, «Поклонение Земле и Предкам» ятлă хорпа солист валли çырнă концертшăн).