Васильева Елизавета Фёдоровна

Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Васильева Елизавета Фёдоровна (1934, пуш, 1, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Ярхуньушкăнь ялĕ çур.) — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳ ĕçченĕ.

Васильева Елизавета Фёдоровна
Çуралнă вăхăт: 1846, çĕртме, 3
Çуралнă вырăн: Ярхуньушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР
Ăслăх сфери: филологи
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
Ăсчах хисепĕ: доцент
Альма-матер: Чăваш патшалăх педагогика институчĕ
Чыславсемпе парнесем


Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳ ĕçченĕ

Пурнăçĕ

тӳрлет

1934 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă.

1950—1954 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1954-1959 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант (1959—1967), Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант, чăваш чĕлхи кафедринче ассистент пулса ĕçленĕ (1971—1981).

1982 çулта «Лексические синонимы в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ (1983—1996). 1996 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче вăй хурать: хальхи чăваш чĕлхипе авалхи тĕрĕк чĕлхине, тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикине вĕрентет.

Елизавета Васильевăн ăслăхпа тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: пĕтĕмĕшле тюркологи ыйтăвĕсем, лексикологипе лексикографи, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулсенчи чăваш чĕлхин методики, чĕлхе культури, чăваш литература чĕлхин историйĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • Пуçламăш классенчи ачасен чĕлхине аталантарасси. Шупашкар,1981;
  • Синонимсен словарĕ. Шупашкар, 1983;
  • Татарский язык. Чебоксары, 1988.
  • Пайăр ятсем /Чувашская ономастика/. Шупашкар, 1991.
  • Хальхи чăваш чĕлхи. Практикум. Шупашкар, 1994;
  • Омонимсен словарĕ. Шупашкар, 1996 (тепĕр авторпа пĕрле);
  • Тематический русско-чувашский словарь. Чебоксары, 1998 (тепĕр авторпа пĕрле);
  • Русско-чувашский словарь. Чебоксары, 1999 (тепĕр авторпа пĕрле);
  • Александра Семеновна Канюкова: к 80-летию со дня рождения.Биобиблиографический справочник. Чебоксары, 1999 (тепĕр авторпа пĕрле);
  • Хальхи чăваш чĕлхи.Фонетика.Орфоэпи.Графика.Орфографи. Шупашкар, 2001.
  • Хальхи чăваш чĕлхи.Лексикологи. Фразеологи. Лексикографи. Шупашкар, 2002 (тепĕр авторпа пĕрле);
  • Самоучитель турецкого языка. Чебоксары, 2002.
  • Самоучитель чувашского языка. Чебоксары, 2003.
  • Картинный турецко-чувашский словарь. Чебоксары, 2003.
  • Удмуртско-чувашский словарь. Чебоксары, 2003.
  • Тернистый путь. Чебоксары, 2004.

Вуламалли

тӳрлет
  • Елизавета Федоровна Васильева: к 65-летию со дня рождения. Шупашкар, 1999 (составитель А.А.Сосаева);
  • Васильева Елизавета Федоровна // Чувашская энциклопедия. Том 1. А-Е. Шупашкар, 2006. С.287.
  • Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет