Вӗрентӳ

(Вĕрентÿ ҫинчен куҫарнӑ)

Вĕрентӳ — камсене те пулсан пĕлӳ пани, вĕрентни, çутăлăх енне туртни. Икĕ енлĕ процесс: пĕрисем вĕрентеççĕ, теприсем вĕренеççĕ. Вĕртентекенĕ — субъект, вĕренекенĕ — объект. Объект куçĕпе пăхсан, ку процеса вĕренӳ темешкĕн пулать. Вырăс чĕлхинчи "образование" ăнлав пĕр харăсах субъект тата объект енне те ярса илет пулсан, чăваш чĕлхинчи "вĕрентÿ" тата "вĕренÿ" сăмахсем апла мар. Анчах та ку — йĕркеллĕ япала: тĕнчери чĕлхесем — пĕр-пĕрин копийĕсем, куçкĕскилле ӳкерчĕкĕсем мар.

Анатомие вĕрентни

Апла пулин те вĕрентÿ пирки сăмах хускатнă чухне эпир çапах иккĕмĕш (объектла) ене те, чĕмсĕрлĕх йĕркипе, шута илетпĕр. Çак тĕлĕшрен пăхсан, "вĕрентÿ" тени пурпĕрех вырăс чĕлхинчи "образование" ăнлавпа тĕл килни яр уççăн курăнать. Вырăс чĕлхинчи "самообразование" ăнлава илес пулсан, унта субъектпа объект пĕр-пĕринпе пĕрлешсе кайнине куратпăр. Çавă çеç.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет