Вăйă юрри
Вăйă юрри — халăхра чи анлă сарăлнă вăйă (уяв) юррисенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.
Вăйă юрри | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | вăйă (уяв) юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Унăн кĕввипе тата пĕр куплечĕпе Геннадий Борисов хăй 70 çул тултарнă май панă интервьюра паллашма пулать[1].
Вăйă юррисем — нумай. Анчах та чи палли, чи кирли çакă тесе шутламалла пуль. Çавăнпа та ăна ятарласа "Вăйă юрри" тесе ят пани вырăнлă та ĕнтĕ. "Вăйă" тени кунта халăх уявне пĕлтерет, ачасем (е аслисем) вылякан вăййа мар.
Юррăн сăвви пирки
тӳрлетФольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Геннадий Борисов илсе кăтартнă текст:
Айтăр та хĕрсем выляма —
Таса çерем те тăршшĕпе.
Халь выляса юлнисем
Кайччăр ĕмĕр те тăршшĕпе.
Курнавăшри Вера Воронова вĕрентевçĕ тата ыттисем илсе кăтартакан текст[2]:
Айтăр утта тухар-и, çавăрсене çутатма
Айтăр вăййа каяр-и, чунăрсене йăпатма.
Айтăр, хĕрсем, выляма, ешĕл çерем тăршшĕне,
Халь выляса кулнисем кайччăр ĕмĕр тăршшĕне.
Кунта курăк пĕтнĕ иккен, пĕтнĕ çĕре шăтнă иккен.
Кунта пире кĕтнĕ иккен, кĕтнĕ çĕре çитнĕ иккен.
Пушмакăрсен кĕллисем, шак-шак! тăвать таканĕ,
Капла тăрса пулмĕ-ха, вăй пуçласа калар-ха.
Тирки-тирки вĕт йăва, касмасăрах пулмасть вăл.
Вăйă пуçласа каласси начар хĕртен пулмасть вăл.
Айтăр вăйă калар-и, сассăрсене янратса
Халь выляса кулнисем кайччăр ĕмĕр тăршшĕпех.
Леш айккинче вĕрене, çулçи вăр-вар тăвать-çке,
Пĕр каç вăййа тухмасан, ăшăм вăр-вар тăвать-çке.
Каçар-и-ха шыв урлă, шыв сирпĕнсе тăмалла
Калар-и-ха çăк вăййа çын тĕлĕнсе тăмалла.
Çуттăн-çуттăн курăнакан, пирĕн кÿлĕ мар-ши çав?
Сасси ян-ян каякан, пирĕн тантăш мар-и çав?
Шăлтăр-шăлтăр урапа, Симен кунччен анчах вăл
Ай-хай пирĕн вăйăсем, Питрав кунччен анчах вăл.
Чашки-чашки çут шăрçа сирпĕтмелле выляр-и?
Ай мĕн тарăн хĕр вăййи, виç кукăрла выляр-и?
Чашки-чашки вĕт шăрçа, сенкер тĕсли анчах çук
Пур-пур тантăш пурте пур, Минюк тантăш анчах çук.
Авăт куккук хытăрах, çу иртесси инçе мар.
Юрлăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар.
Куккук хăçан чарăнать? Питравра та чарăнать.
Пирĕн вăйă хăçан чарăнать? Питравра та чарăнать.
Курăнать ĕнтĕ, юлашки текст самай вăрăм. Ытти çырса илнĕ е халлĕхе çырса та илме ĕлкĕреймен вариантсене шута илсен татах та вăрăмланма пултарать. Вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăласси пирки те калаçма май пур. Сăввисене астуса пĕтерме те хĕн. Çапла вара, текста кулленхи пурнăçра, калăпăр, концертсенче-мĕнсенче, усă курмашкăн, унăн канонла вариантне (версине) майлаштарсан аван пулмалла. Вăл, сăмахран, ак çапла пулма пултарать:
Айтăр та хĕрсем выляма —
Таса çерем те тăршшĕпе.
Халь выляса юлнисем
Кайччăр ĕмĕр те тăршшĕпе.
Пушмакăрсен те кĕллисем,
Шак-шак! тăвать таканĕсем,
Капла тăрса пулмĕ-ха,
Вăй' пуçласа та калар-ха.
Тирки-тирки те вĕт йăва[3],
Касмасăрах та пулмасть вăл.
Вăй' пуçласа каласси
Начар та хĕртен пулмасть вăл.
Çуттăн-çуттăн та курăнакан,
Пирĕн те кÿлĕ мар-ши çав?
Сасси ян-ян каякан,
Пирĕн те тантăш мар-и çав?
Авăт, куккук, хытăрах та,
Чарăнассисем инçе мар.
Юрлар, хĕрсем, хытăрах,
Вăй' иртесси те инçе мар.
Шын урапа та чупасси
Сакурнеччен те анчах вăл.
Пирĕн вăйă вылясси
Питрав каçчен те анчах вăл.
Айтăр вăйă калар-и те,
Сасăсене, ай, янратса
Халь выляса кулнисем
Кайччăр ĕмĕр те тăршшĕпех.
Кĕвĕ майăн сыпăксен шутне шайлаштарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăрхар, çăпата-тавраш пирки сăмах пымасть кунта — таканлă пушмаксем пирки каланă.
Юррăн кĕвии
тӳрлетХалăх кĕвви темелле. Унпа, сăмахран, Геннадий Борисов Олег Цыпленкова (Ултияра) панă интервьюна итлесен паллашма пулать.
Юррăн кунçулĕ
тӳрлетХайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
тӳрлетЫтти вăйă юррисем
тӳрлет- Сария (вăйă юрри) - Елена Шурту юрлать 2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Атьăр, вăййа тухар-и? (Г.Лебедев, В.Давыдов-Анатри, хăçан кун çути курни паллă мар)[4].
Чылай вăйă юррине асăннă çăлкуçра Геннадий Борисов кăтартакан кĕвĕпе юрлаççĕ. Анчах та урăхларах кĕвĕсем те пулма пултараççĕ, — ун пек чухне вĕсене расна юрăсем тесе шутламалла. Акă "Хыпар" хаçат пĕлтерекен вăйă юррин сăмахĕсем (мĕнле кĕвĕсемпе юрлани паллă мар)[5]:
Шынлă урапа чупасси
Сакурнеччен анчах вăл.
Пирĕн вăйă вылясси
Питрав каçчен анчах вăл.
Тарăн варта хур пусрăм (та), 2 хут
Вăрă тесе ан калăр.
Сăв пуçларăм, юрларăм (та), 2 хут
Шухă тесе ан калăр.
Кас суханне касмăттăм (та), 2 хут
Çиес килни пĕтерет.
Каçхи вăййа тухмăттăм (та), 2 хут
Тухас килни пĕтерет.
Такăр ути тĕлĕнче (те), 2 хут
Тапăрах та сикĕрех.
Аçăр-аннĕр килĕнче (те), 2 хут
Выльăрах та кулăрах.
Хамăр çулнă уттине (те), 2 хут
Паккусĕнчен паллатпăр.
Хамăр тенĕ каччине (те), 2 хут
Карттусĕнчен паллатпăр.
Атьăр, хĕрсем, утар-и (те), 2 хут
Утар хĕрне çитер-и?
Утар хĕрринче мĕскер пур (та), 2 хут
Виçĕ сарă ача пур.
Виç сар ача мĕн ыйтать (те), 2 хут
Виçĕ сарă хĕр ыйтать.
Пилĕк çинçе пултăр, тет (те), 2 хут
Куçĕ хура пултăр, тет.
Вĕрене çулçи çиле май (та), 2 хут
Çирĕк çулçи мĕнле май.
Сирĕн шухăш мĕнле май (та), 2 хут
Пирĕн шухăш киле май.
Улпут садра чей ĕçет (те), 2 хут
Чашăккине çутатса.
Çармăс ачи вăй вылять (те), 2 хут
Хут купăсне вылятса.
Сиксе-сиксе шыв юхать (те), 2 хут
Пулли ăçта тăрать-ши?
Кăçал кайнă хĕрĕсен (те) 2 хут
Чунĕсем ăçта тăраç-ши?
Кĕтÿ варри тап-такăр (та), 2 хут
Пĕтĕм выльăх йĕррисем.
Вăйă варри тап-такăр (та), 2 хут
Хĕрпе каччă йĕррисем.
Кĕтне шывĕ - тарăн шыв (та), 2 хут
Чăн тарăнни пилĕкрен.
Çармăс хĕрĕ сарă хĕр (те), 2 хут
Сарă çÿçĕ пилĕкрен.
Авăт, куккук, хытăрах (та), 2 хут
Чарăнасси инçе мар.
Юрлар, хĕрсем, хытăрах (та), 2 хут
Вăй иртесси инçе мар.
"Çармăс" тени кунта нацилĕхе мар, ял ятне пĕлтерет.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Геннадий Борисов 70 çул тултарнине халаласа... — 31:40 хыççăн пăхмалла
- ^ Чăваш фольклорĕ — Шкул директорĕ П.В.Кузнецов çирĕплетнĕ проект. 138/1№ хушу, 11.11.2016 çул. Шкулти педсовет ларăвĕнче пăхса тухнă. 2 № протокол. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, 2016 çул.
- ^ Йăвача.
- ^ Давыдов-Анатри, Ваçлей. Хальхи юрăсем (Чăваш композиторĕсем кĕвĕленĕ). "Ялав" библиотеки. Ш., 1990.
- ^ Гордеев, Андрей, 10 класс. Халăх сăмахлăхĕнчи кашни юрă-кĕвĕ – пуянлăх. — 24 Апр, 2014 | Хыпар | Культура | Аваллăх мулĕ
- ^ Ильмукова З.Б. чăваш халăх тĕнĕ тата йăла-йĕркисем çинчен каласа пани (5:02 хыççăн пăхмалла)