Быково аэропорчĕ
Быко́во-Мускав аэропорчĕ — (Мускав варринчен 35 çм) хулапа Рязан шоссепе тата Рязан направления Мускав чукун çулĕн Киссан тĕлĕпе (Быково чарăнăвĕ) çыхăнать. РФ сывлăш транспорчĕн федераллă хĕсмечĕ аллинче тытса тăрать.
Аэропорт йышăнакан сывлăш карапĕсем: Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-30, Ан-32, Ан-74, Ил-18, Ил-76, Ту-134, Ту-154 (пур чух те мар), Як-40 тата 3-мĕш тата 4-мĕш класс сывлăш карапĕсем, çаплах вертолетсем.
Кун-çулĕ
тӳрлетАэропорта 1933 çулта ĕçе кĕртнĕ. Авиарейсĕсем Раççейĕн пысăк промăçлăх тĕплĕ хуласене вĕçеççĕ. Малтан хытă тăпраллă хăпарт-ан ярăмĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче кирпĕчрен 1000 м тăршшĕ тата 80 м анлă ХАЯ хута кĕртнĕ. 1960 çулта ХАЯ çĕнетнĕ. 1975 çулта аэровокзалăн çуртне (сехетре 400 пассажир тухмалли) туса лартнă. 1975 çулхи пассажир-юхăмĕ 1,5 млн пассажира çитет. 1994 çулта аэропорта харпăрланă, УАО «Быко́во-Авиа» никĕсленĕ, патшалăх хăй аллинче 51 % акции хăварать, 49 % акцине ĕçлĕх ушкăнĕ илет. Аэропорта вăтам тăсăлăвлă тата вырăнти сывлăш йĕрĕсенче вĕçекен самолётсем анса лараççĕ, вĕçсе каяççĕ.
Каçăсем
тӳрлет- (Акăлчанла) Быко́во аэропортри авиапулăмсем 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Сытник Г. И., Калинин В. И. Аверьянова М. Г. АООТ «Быково-Авио» (аэропорт «Быково») // Аверьянова М. Г. Край Раменский. Век XX: Очерки краеведа. М., 1998. ISBN 5-89673-003-9 С. 562—567.
РЦ УВД (FIR) — УУВЖ;
KTA: N5537 Е03804 +9 гр. +130 м
Мускав аэропорчĕсем, вокзалĕсем |
---|
Аэропортсем: Быково | Внуково | Домодедово | Остафьево | Тушино | Шереметьево
Ч/ç вокзалĕсем: Белорус Киев Ленинград Павелец Рига Савăл Хусан Ярослав |