Бучкури Александр Алексеевич

Бучку́ри Алекса́ндр Алексе́евич (1870, чӳк, 18, Бутурлиновка сали, Бобровск уесĕ, Воронеж кĕперни, Раççей империйĕ1942, утă, 5, Воронеж, Воронеж облаçĕ, РСФСР, СССР) — XX ĕмĕрти раççей, совет ӳкерӳçи.

Александр Алексеевич Бучкури
Çуралнă вырăн: Бутурлиновка сали, Воронеж кĕперни, Бобровск уесĕ, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1942, утă, 5
Вилнĕ вырăн: Воронеж, Воронеж облаçĕ, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП
Жанр: живопись

Биографи

тӳрлет

Александр Бучкури ашшĕ грек кăкĕнчен тухнă турккă пăхăнăвĕнчи таганрог купси пулнă. Ачаранах арçын ача А. И. Михельсон усрав ашшĕн килĕнче çитĕннĕ. Усрав ашшĕ интеллигент пулнă, пултаруллă ачан ӳнер хевтелĕхне стерме пулăшнă[1].

Воронежри тӳлевсĕр ӳкерӳ шкулĕнче (1893-97, М. И. Пономарев, Л. Г. Соловьев патĕнче), Петербургра М. К. Тенишева шкулĕнче (1898-1899) вĕреннĕ, Петербургри Ӳнер Академинче (1904; диплом ĕçĕ — «Дмитрия Суя Дмитрий вилĕмĕ») пĕлӳ илнĕ.

И. Е. Репин патĕнче вĕреннĕ[2]. 1907 çулта Воронеже таврăннă.

Пайăр пурнăç

тӳрлет

1906 çулта Александр Алексеевич Воронежре Смулен Виçпĕрлев соборĕнче Васса Иосифовна Епифанцевăпа, воронеж купсин хĕрĕпе, венчете тăнă.

Парнесем

тӳрлет

А. И. Куинджиячĕллĕ парне (1905)

Хакланисем

тӳрлет
 
Свадебный поезд

Бучкури пирки И. Е. Репин çапла çырнă: «…вăл питĕ лайăх ӳкерӳçĕ, эпĕ ăна вĕрентнипе мухтанатăп»[3].

Воронеж хулинче урама Бучкури ятне панă[4].

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет
 
Арлакансем

Паллă ĕçĕсем: «Крестьянки» (1902, ГРМ), «Похороны» (1905, премия им. А. И. Куинджи, Одесский художественный музей), «Прачки» (1908), «Свадебный поезд» (1913, ВОХМ), «Автопортрет с семьей» (1915), серии портретов крестьянок (1910-16)."Завтрак на сенокосе" (1933), «Чаепитие» (1933), «У цирка» (1936), «Вывод» (1936), «Амазонки» (1937), «Автопортрет» (1941). мини|От святой заутрени. 1911

Библиографи

тӳрлет
  • А. А. Бучкури. Жизнь и творчество: Воспоминания о художнике. — Воронеж, 1958;
  • Лунева М. «Он отличный художник» // Берег. — 1996, 12 янв.;

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Ӳкерӳçĕн ĕçĕсем: