Репин Илья Ефимович

Илья Ефимович Репин (Çурла, 5, 1844, Чугуев, Раççей империйĕ - Авăн, 29, 1930, Куоккала, Финлянди) — вырăс сăрă ӳнерçи. Салтак ывăлĕ, çамрăкла турăшсем сăнарланă. И. Н. Крамской ертсе пынă Ӳкерÿ шкулĕнче, каярах Петербургри Ӳнер Академинче вĕреннĕ.

Илья Ефимович Репин
Илья Ефимович Репин
Илья Ефимович Репин
Илья Ефимович Репин
Çуралнă чухнехи ят: Илья Ефимович Репин
Çуралнă вăхăт: Çурла, 5, 1844
Çуралнă вырăн: Чугуев, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: Авăн, 29, 1930
Вилнĕ вырăн: Куоккала, Финлянди
Гражданлăх:
Жанр: сăнар, истори тата жанрлă сăрă ӳнерĕ
Вĕренӳ: Петĕрхулинчи патшалăх Ӳнер Академи
Стиль: Реализм
Викиампарти ĕçсем

1878 çултан — Куçса çÿрекен илем куравĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Петĕрхулинчи патшалăх Ӳнер Академин академикĕ. Вĕренÿ лаçĕн (1894-1907) профессорĕ тата Ӳнер Академин ректорĕ (1898-1899), Тенишева ÿнер шкулĕн вĕрентÿçи; унăн вĕренекенĕсен хушшинче — Б. М. Кустодиев, И. Э. Грабарь, И. С. Куликов, Ф. А. Малявин, А. П. Остроумова-Лебедева, Е. А. Киселёва, Н. И. Фешин. Репин В. А. Серовăн вĕрентекенĕ, тăн парса ÿстерекенĕ.

Пултарулăхĕн пуçламăшĕнчех, 1870-мĕш çулсенче, Репин вырăс реализмĕн пĕлтерĕшлĕ пайташĕ пулса тăнă. Хăйĕн ÿнер пултарулăхĕнче вăл пурнăçăн пур енĕсене те çутатса кăтартма пултарнă. Репинăн çивĕч ÿнер чĕлхи, вăл тĕрлĕ мĕлĕсен юхăмĕсене, XVII ĕмĕрĕн испан тата голланд ÿнерçисенчен пуçласа Александр Иванов тата хăй вăхăтри франц импрессионизм юхăмĕн ÿнерçисене çити йышăнса илнĕ.

Репинăн пултарулăхĕ чи çÿллĕ шая 1880-мĕш çулсенче ÿссе çитнĕ. Вăл хăй вăхăчĕн паллă çынсен сăнарĕсен курав ретне, историллă ÿнер хайлать тата иртсе пыран кун-çул пулăмĕсене çутатса парать.

Историллĕ ÿнер ăна пулăмсенчи тарăн чун-кăмăлсене уçса парас енĕ кăсăклантарнă. Ытларах ăна хальхи пурнăç çывăх пулнă, çапла вара, ĕлĕххи пулăмсене сăнарланă май, вăл ĕлĕххи паттăрсене тата хальхи пурнăçра пурăнакансемпе пĕр-пĕринпе çывăхлатнă. Ӳнер тĕпчевçи В. В. Стасов шучĕпе, Репина пултарулăхĕ — «реформа хыççăнхи Раççей энциклопедийĕ». Пурнăçĕн юлашки 30 çулне Репин Финляндире, хăйĕн Куоккалари Пенатсем тесе ят панă çурчĕнче ирттернĕ. Вăл унта та, малтанхи пек хастаррăн пулмасан та, ĕçленĕ. Юлашки çулĕсенче вăл библири пулăмсем тăрăх ĕçленĕ. Куоккалара Репин хăйĕн паллă «Аякри çывăх» асаилĕвĕсене çырнă.

Историллĕ хайлавсем

тӳрлет

Кулленхи пурнăç пулăмĕсем

тӳрлет

Паллă çынсен сăнарĕсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Фёдоров-Давыдов А. А. Илья Ефимович Репин. — М.: Искусство, 1989. — ISBN 5-210-00014-1.
  • Новое о Репине: статьи письма художника, воспоминания учеников и друзей, публикации / И. А. Бродский, В. Н. Москвинов. — Л.: Художник РСФСР, 1969.
  • Минченков Я. Д. Воспоминания о передвижниках. — Л.: Художник РСФСР, 1980. — С. 239—269. — 475 с.
  • Пророкова С. А. Репин. — М.: Молодая гвардия, 1960. — 416 с. — (Жизнь замечательных людей).
  • Чуковский К. И. Илья Репин. — М.: Искусство, 1969. — 145 с. — (Жизнь в искусстве).
  • Илья Репин. Из воспоминаний. — М.: Советская Россия, 1958. — С. 118—126. — 174 с.
  • Пикулев И. И. Русское изобразительное искусство. — М.: Просвещение, 1977. — 288 с.
  • Москвинов В. Н. Репин в Москве. — М.: Государственное издательство культурно-просветительской литературы, 1955. — 112 с.
  • Репин И. Е. Далёкое близкое / Чуковский К. И.. — М.: Искусство, 1953. — 516 с.
  • Стасов В. В. Избранные статьи о русской живописи. — М.: Детгиз, 1960. — С. 189—203. — 238 с.
  • Ненарокомова И. С. Почётный гражданин Москвы. — М.: Молодая гвардия, 1978. — С. 127—139. — 223 с.
  • Лукьянова И. В. Корней Чуковский. — М.: Молодая гвардия, 2006. — 989 с. — (Жизнь замечательных людей). — ISBN 5-235-02914-3.

Каçăсем

тӳрлет