Бутузов Валентин Фёдорович
Валентин Фёдорович Бутузов (23.11.1939, Мускав, РСФСР - 1.6.2021, Мускав, РФ) ― совет тата раççей математикĕ, физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ (1966), физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1979), профессор (1982). Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ (2005).
Бутузов Валентин Фёдорович | |||||||
Çуралнă вăхăт: | 1939, чӳк, 23 | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2021, çĕртме, 1 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав | ||||||
Патшалăх: | |||||||
Ĕç вырăнĕ: | Мускав патшалăх университечĕ | ||||||
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ | ||||||
Ăсчах хисепĕ: | профессор | ||||||
Альма-матер: | МПУ физика факультечĕ | ||||||
Паллă: | МПУ профессорĕ, математик | ||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Фотография Валентина Фёдоровича Бутузова |
Биографи
тӳрлетВалентин Фёдорович 1939 çулхи чӳкĕн 23-мĕшĕнче Мускавра хĕсметçĕ кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ, Бутузов Фёдор Григорьевич, çуртсем тунă çĕртре техник пулса тăрăшнă. Амăшĕ, Бутузова (Кураева) Анастасия Владимировна, ялти клуб ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.
1957 çулта Валентин Фёдорович ылтăн медальпе Мускав облаçĕн Красная Поляна районĕнчи Сухаревкăри вăтам шкулта вĕренсе тухнă та М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав университечĕн физика факультетне аслă пĕлӳ пухмашкăн кĕнĕ. Бутузов В. Ф. факультетра аспирантурăна 1966 çулта вĕсленĕ, «Асимптотика решений некоторых задач для интегро-дифференциальных уравнений с малым параметром при производных» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ, МПУ физика факультечĕн математика кафедринче ĕçленĕ.
Мускаври патшалăх университетĕнче 1970 çултанпа Валентин Фёдорович кăткăс математикăн пĕрлехи курс лекцисене, çаплах ассимптотика меслечĕсен ятарлă курсне, вуланă; çаплах: «Математический анализ», «Теория сингулярных возмущений и её приложения» лекцисене хатĕрлесе ирттернĕ.
Паллă ĕçĕсем
тӳрлет- Асимптотические разложения решений сингулярно возмущенных уравнений. М., Наука, 1973 (А. Б. Васильевăпа пĕрле),
- Асимптотические методы в теории сингулярных возмущений. М., Высшая школа, 1990 (А. Б. Васильевăпа пĕрле),
- Математический анализ в вопросах и задачах. М., Высшая школа, 1-е издание, 1984; М., Физматлит, 4-е издание, 2001 (Н. Ч. Крутицкаяпа, Г. Н. Медведевпа, А. А. Шишкинпа пĕрле),
- Геометрия 7-9 (учебник для общеобразовательных учреждений). М., Просвещение, 1-е издание, 1990; 15-е издание, 2005 (Л. С. Атанасянпа, С.Б. Кадомцевпа, Э. Г. Познякпа, И. И. Юдинăпа пĕрле),
- Геометрия 10-11 (учебник для общеобразовательных учреждений). М., Просвещение, 1-е издание, 1992; 11-е издание, 2005 (Л. С. Атанасянпа, С. Б. Кадомцевпа, Л. С. Киселевăпа, Э. Г. Познякпа пĕрле).
Ăслăхра кăсăкланнă облаçсем
тӳрлет- Асимптотические методы малого параметра для решения сингулярно возмущённых дифференциальных уравнений,
- Приложение развитых методов к разнообразным задачам математической физики.
Чыслани
тӳрлет- «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» 2-мĕш степеньлĕ орден медалĕ (2016),
- «Ĕçре палăрнăшăн» медаль (1986),
- «Мускав 850 çул тултарнине асăнмалăх» медалĕ (1997),
- РСФСР халăх çутĕçĕнче палăрнăскер (1985),
- М. В. Ломоносов ячĕллĕ преми, педагогика ĕçĕшĕн (1993)
- М. В. Ломоносов ячĕллĕ преми ăслăх ĕçĕшĕн, 1-мĕш степеньлĕ (2003),
- «Раççей Федерацин профессиллĕ аслă пĕлӳлĕхĕн хисеплĕ ĕçлевçи» (1999),
- МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ (2005).