Бургундсем
Бургунды (лат. Burgundii), — хĕвелтухăç герман йăхĕ. Бургундсен кăк вырăнĕ Одра юханшыв кăкĕ тĕлĕнче вырнаçнă тесе шутлаççĕ. Пирĕн эра тĕлне Европăн çурçĕр енче пурăннă, кайран вара анăçалла тата кăнтăралла куçма пуçланă.
Бургундсемпе римлянсем пĕрремĕш хут пирĕн эрăн III ĕмĕрĕнче тытăçса илнĕ. IV ĕмĕр вĕçнелле бургундсем алемансене хăйсен çĕрĕнчен хĕсме пуçланă.
406 çулта бургундсем Рейн хĕрринче патшалăх йĕркеленĕ. Теп хули Вормсра вырнаçнă пулнă. 30 çул кăна вăл ларнă — хунсем килсе ăна аркатнă. 443 çулта бургундсем Савойя çĕрĕсем çинче вырнаçма тытăннă, Рим федерачĕсен прависене илнĕ. Каярах, Рим империйĕ вăйсăрланнине кура, анăçалла куçса 457 çулта Рона таврашне йышăнаççĕ. Ку вырăнта вĕсем çĕнĕ патшалăх йеркелеççĕ. Тĕп хули — Лионра вырнаçнă пулнă.
VI ĕмĕр пуçламăшĕнче католиксен тĕнне йышăннă. Ку вăхăталла вăйлăланса пыракан франксемпе хирĕçӳсем нумайланаççĕ. 534 çулта франксем бургундсене пăхăнтараççĕ.