Букини́стика (фр. Bouquiniste — букинист, фр. Bouquin — кивĕ кĕнеке) — кивĕ кĕнекене тата пичетленĕ урăх антиквар кăларăмĕсене суту-илĕве кĕртни.

Букинистсем — букинист суту-илĕвĕн ăстаçисем, яланхилле вĕсем ĕлĕххи сайра тĕл пулакан кăларăмсене питĕ аван пĕлеççĕ. Кивĕ кĕнекесене букинист пайне — 1851 хыççăнхисем, тата антиквар — 1851 çулчен, уйăраççĕ. Букинистика библиофилсен коллекцисене пухмалли çăлкуç шутланать.

Раççейри букинистика кун-çулĕ

тӳрлет

Киве кĕнекесене сутнине XVI—XVIII ĕмĕрсенче палăртма пулать, анчах та анлăн букинистика XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна аталанма тытăнать. Ĕмĕрĕн вĕçнелле букинистсен лавккисем, ытларах Петербургра тата Мускавра ,уçалаççĕ.

Право статусĕ

тӳрлет

Тĕнчери чылайрахăш патшалăхсен саккунĕсенче букинистсен ĕç-хĕлне ирĕк паракан йышăнусем пур. Раççей Федерацинче - РФ ГК 1272-мĕш статьи.

Çăлкуçсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.