Антиквариат (лат. anticuus «кивĕ») — мăнă хаклăхлă кивĕ япаласен тĕрлĕ категорисене ăнлантарма усă курнă сăнарлă-историллĕ термин. Антиквариат, туллилле, — кивĕ е/тата сайра тĕл пулкакан, коллекципе суту-илӳ объекчĕ пулса тăнă илемлĕ пултарулăх ĕçĕсем е урăх хаклă япаласем.

Антиквар япалисен шутне тăтăшах сĕтел-пукана, кĕнекесене, сăнар ĕçĕсене, килти апăр-тапăр япала т. ыт. кĕртеççĕ. Антиквар ĕçĕпе пайăр коллекционерсем те, патшалăх та хăтланать. Унсăр пуçне, Раççейре тата тĕнчере аталаннă антиквар лавккисен, аукционсен, çаплах физика, çаплах электронлă (тĕслĕхрен, Ebay) кĕнекесене сăнар ĕçĕсене тата ытти кивĕ сайра тел пулакан антиквариатпа тивĕçтерекен суту-илӳ эрешĕ пур.

Ӳкерчĕк:Antikvariat1.jpg
Прагăри антиквар лавкки

Антиквариат критерисем тӳрлет

Хаклалăх шайĕпе япалана антиквариат категорине çак пахалăхсемпе кĕртеççĕ:

  • ӳсĕм çулĕ (50 çултан кая мар); кун чухне 15-50 çулсенчи хăй евĕр япаласем (сăмахран, совет тапхăрĕн япалисем) винтаж йышне кĕреççĕ.
  • раритетлăх (сайра е хăй евĕр япала);
  • сериллĕ (мар);
  • истори тапхăрĕпе е историлле пулăмсемпе çыхăннă (тепĕр сăмахсемпе, япала хăйĕн тапхăрĕнчи мода тенденцисене кăтартать);
  • тума пултармалла (марлăх);
  • илемлĕ/историллĕ/этеплĕ хаклăх;
  • материаллă хаклăхĕ (хут, хаклă чулсем, ылтăн, йывăç т.ыт.)

Право облаçĕ тӳрлет

Раççейри антиквариат пасарĕ тӳрлет

Раççейри антиквариат пасарĕ Тĕнчери 2000-мĕш çулсен вĕçĕнчи рецесси вăхăтĕнче тӳрлет

Тĕнчери 2000-мĕш çулсен вĕçĕнчи рецессиччен «Гелос» аукцио çурчĕн президенчĕ, «Патшалăх Думин хăрушсăрлăх комитечĕн эксперт канашĕн пайташĕ» Олег Стецюра шухăшĕпе антиквариат суту-илевĕн пасарĕн хакĕсем çӳллелле кармашнине нефть питĕ хакланнăран нумай ирĕклĕ укçă-тенкĕне ăçта та пулин чикмелле пулса тухнипе çыхăнтарать. Олег Стецюра çаплах тăван çĕр-шыври антиквариат пасарĕн çулталăкри çаврăнăшĕ 1,5 млрд долл. яхăн çитнĕ тесе хыпарлать[1]. «Хура пасарăн» çаврăнăшне шутласа пĕлме йывăр, çапах та хăшпĕр хаклавсемпе 2004 çул тĕлне унăн калăпăшĕ 300 мильон доллара, урăх хаклавсемпе — мильярд çурăна, тепĕр сăмахсемпе минимум икĕ хут, тен, вуннă хут та «шурă пасартинчен», «Известия» çырнипе, $150 мильон (пирĕн коллекционерсен ют çĕрсенче илнисен шута илсе) танлашнă, нумайрах пулать[2].

Раççейри антиквариат пасарĕ истори кĕнекисенче çырса кăтартнă феодалсен архитектури евĕр. Аялтан ăна 5 пин харпăр дилерсем тĕкĕлесе тăраççĕ, вĕсем вырăс ӳнерĕн япалисене сутаççĕ-туянаççĕ. Дилерсем хушшинче ӳнер тĕпчевçисем, музей ĕçтешĕсем, вĕсен пурлăхĕ: $500 - $500 пин.

Пĕр пусма çӳллĕрех антиквар лавккисен, галерейсем тата салонсен хуçисем. Мускавра, сăмахран, 180—200 яхăн регистрациленнĕ антиквар йĕркеленĕвĕ, Петербургра — 80, Раççейре — 400 яхăн (танлаштарма, Лондонра — 2 пине яхăн антиквар лавкки, 40 аукцион çурчĕ). Чылай вылявçă коллекцилес ĕçпе хăтланмаççĕ.

Çак процесра паллă роле аукцион çурчĕсем ертсе пыраççĕ, мĕншĕн тесен пасарта хак тăвас пĕтĕм политикăна аукционри суту-илӳпе палăртаççĕ. Антиквариат пасарĕ тĕплĕх пасарĕ пекех, аукционри суту-илӳсем — биржăри евĕрех. Вĕсене пасарта хутшăнакансем сăнаса тăраççĕ.

«Антикварный рынок России и антикварные аукционы», «Гелос», сборник статей.

Хăшпĕр экспертсен шучĕпе ӳнер япалисемпе антиквариата инвестицилени акцисене туяннипе танлаштарма юрать.

Тĕрлĕ патшалăхсенчи уйрăмлăхсем тӳрлет

РФ кулленхи пурнăçра çынсем антиквариат йышне 50 çултан пуçласа аслăраххисене хураççĕ; хальхи саккунпа, 100 çул ӳсĕмлĕ япаласене çĕр-шывран илсе тухма юрамасть.

АПШра антиквар япалин тунă çулĕ 1830 çулчен пулмалла, Канадăра — 1847 çулчен. Асла Британире унăн çул ӳсĕмĕ 100 çултан кая мар кирлĕ. Ытларахăш патшалăхсенче япалан антиквар шайне кĕме çулĕ 60 çултан кĕçĕн пулмалла мар. [3]

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет