Брюссель
Брюссель (фр. Ville de Bruxelles, гол. Stad Brussel) — Бельгин тĕп хули, Брюссель тĕп хула тăрăхĕн тĕпĕ. Брюссельре Франци, Фламандипе Фландри халăх пĕрлĕхĕсен, Европа Пĕрлешĕвĕн штаб-хваттерĕн, ÇАПУ йĕркеленӳлĕхĕсем, Бенилюкспа Анăç Европа Пĕрлешĕвĕн секретариачĕсем вырнаçнă.
Брюссель: хула тата тăрăх
тӳрлет18 коммунăсемпе пĕрле Брюссель хули Брюссель тĕп хула тăрăхне кĕрет, тӳррипе шутласан çак тăрăх пĕрлĕ миллионлă хулах пулать, Брюссель коммунинче 150 пине яхăн çын кăна пулсан та. «Брюссель» палăртăва пĕтĕм тăрăх çине куçарса калаççĕ.
Тавралăхĕ
тӳрлетКун-çулĕ
тӳрлетПуçланса кайни
тӳрлетХула ячĕ bruoc (авал-нидерл., «шурлăх») тата sella (авл-нидерл., «пурăну вырăнĕ») сăмахсенчен пулса тăрать, тӳррĕн куçарсан «шурлăхри пурăну вырăнĕ».
Кăссай йĕркипе Брюсселье VI ĕмĕрте Таса Горик (е Сен-Жери) никĕсленĕ. Bruocsella çинчен пĕрремĕш 996 çулта Аслă Оттонăн хутĕнче асăннă. 977 — 979 çулсенче Анат Лотаринги Карлĕ Сенна çинче карман, утрав çинче часовньă туса лартнă, çакăнтанпа ĕнтĕ хула аталанма тытăнать. Собора Бельгин хӳтĕлевçине — Таса Гудула ятне — халаласа никĕсленĕ. XI ĕмĕрте пĕрремĕш хула хӳтлĕхĕ туса лартнă.
Вăтам ĕмĕрсем
тӳрлетХуçалăхĕ
тӳрлетТранспорчĕ
тӳрлетАвтомобиль транспорчĕ
тӳрлетБрюсселье çĕршывăн çыхăну нумай автомобиль çулĕсем çитеççĕ. Автомагистраль эрешĕ хăйĕн тытăмлăхĕпе франци çӳл йĕрĕсем пекех: парис Периферик бульварĕ, Брюссельре ункă автомагистралĕ R0, ун çине пур тĕлрен çулсем çитеççĕ. Пур çулне те лайăх çутăлатнă. Çулри ысăк каçăмсемсенче транспорт тулнине пула чылай çула çĕр айне куçарнă. Çапла, çĕр айĕнче тӳрĕ çул хушши çеç мар, çул уйрăлăвĕ те, светофорсем те пур. Пĕр туннелĕ хулан тухăç кварталĕнчен тӳрех ЕП йĕркеленӳлĕхĕсен пайне илсе каять.
Авиа-транспорчĕ
тӳрлетБрюсселье тĕнчен икĕ аэропорчĕ пур:
- Завентем —Брюссельрен 12 çм к çурçĕр-тухăçалла, пĕр ятлă коммуна çĕрĕнче.
- Брюссель-Шарлеруа — тĕп хуларан 50 çм, Шарлеруа.
Тинĕс транспорчĕ
тӳрлетÇулсерен 7,5 тонн куçаракан Брюссел порчĕ Бельгин чи пысăкки шутланать. Брюссель-Шельда шыв каналĕ ăна Шельдăпа çине çитерет, Антверпен портне тата Çурçĕр тинĕсне илсе тухать. Шарлеруа-Брюссель каналĕпе хуларан Валлоние çитме пулать.
Чукун çул транспорчĕ
тӳрлетПысăк вокзалĕсем — Çурçĕр, Тĕп тата Кăнтăр — пĕр-пĕринпе Çурçĕр-кăнтăр туннелĕпе çыхăннă. Тĕнчепе çӳрекен пуйăссем Париспа, Амстердампа, Кёльнпе (Thalys, TGV, ICE пуйăсĕсем) Лондонпа (Eurostar пуйăс) яланхилле çыхăннă Кăнтăр вокзалне çитеççĕ.
Хулари пĕрлĕ халăх транспорчĕ
тӳрлетЧаплă куравлăхĕсем
тӳрлетГранд-Пляс
тӳрлетМаннекен Пис
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетШаблон:Брюссель тĕп хула тăрăхĕн коммунисем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |