Бритвин Виктор Глебович

Виктор Глебович Бритвин - Чăваш Енпе Раççейĕн тава тивĕçлĕ ӳнерӳçипе ӳкерçи, ССРП ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, тĕнче, вырăс тата чăваш çыравĕн капăрлату ӳкерчĕкĕсен хăйлавçи.

Виктор Глебович Бритвин
Виктор Глебович Бритвин
Виктор Глебович Бритвин
Çуралнă чухнехи ят: Виктор Глебович Бритвин
Çуралнă вăхăт: 1955 çулхи утă, 10 (57-ре)
Çуралнă вырăн: Шупашкар Чăваш Ен
Гражданлăх: Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Жанр: ӳнерçĕпе ӳкерӳçĕ, çын сăнарĕ ăсти

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Виктор Глебович Бритвин 1955-мĕш çулта Шупашкарта, Глеб Васильевичпа Нина Фёдоровна Бритвинсен кил-йышĕнче çуралнă. Каярахпа унăн ашшĕ нумай çул хушши Шупашкарти электроаппарат завочĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

1962-1972-мĕш çулсенче Виктор Шупашкарти 22-мĕш шкулта вĕреннĕ.

1977-мĕш çулта пулас ӳнерçĕ Шупашкар илемлĕх вĕрентĕшĕнче (ЧХУ) вĕренсе пĕтернĕ.Унăн вĕрентекенĕсен хушшинче Чăваш Енĕн паллă ӳнерçисем — В.С. Гурин, П.Г.Григорьев-Савушкин, Ермолаева Р.М. Малалла вăл хăйĕн ăсталăхне Ленинхулинчи И.Е.Репин ячĕллĕ патшалăх илемлĕх керменĕнче туптанă. Кунта унăн ертӳçисем Г.Д.Епифанов, Н.Е.Чарушин, А.К.Крылов пулнă. Вĕсене ăстаçă пархатарлăн асăнать.

1983-мĕш çулта вăл илемлĕх керменĕнчен ăнăçлăн вĕренсе тухать, тăван хулана таврăнать. Çав çулах Шупашкар илемлĕх вĕрентĕшĕнче вĕрентекен ĕçне кӳлĕнет. 1985-1988-мĕш çулсенче çавăнтах директор пулса ĕçлет, Чăваш кĕнеке издательствинче тата Мускав издательствисенче тĕрлĕ тематикăлла кĕнекесем капăрлатать.Тĕнчери тата пĕтĕм Раççейри «Кĕнеке ӳнерĕ» конкурсĕнче Бритвин питĕ хитре капăрлатнă Ю.Сементерĕн «Автан мĕншĕн авăтать?» кĕнеки диплом илме тивĕçнĕ. Вăл капăрлатнă кĕнекесем хушшинче чăвашпа вырăс халăхĕн тата тĕнче халăхĕсен халап-юмахлăхĕ: "Пин те пĕр каç", чăваш эпосĕ "Улăп", О.Уайльд юмахĕсем. М.Салтыков-Щедрин, Н.Лесков, Н.Гумилёв, М.Булгаков, О.Генри, М. Метерлинк хăйлавĕсем патне тунă ӳкерчĕксем пĕлтерĕшлĕ те хисеплĕ вырăнта тăраççĕ. Станок ӳкерĕвĕ: "Пĕлмен-курман выльăсем", "Куç ултавĕсем"," ӳнерӳ пӳлĕмĕ", "Кĕвĕ хатĕрĕсем", "Сĕве кăнтăрли" кăшăл çыххи; Унсăр пуçне "Итлени", "Тан-виçе ăсталăхĕ", "Анлă сутă", "Çул çуревçĕ", хула курăмĕсемпе çын сăнарĕсен пухăмĕсенче пысăк пултаруллăх кăтартнă.

2000-мĕш çулсенче ӳкерӳçĕ илемлĕ сăмахлăх хайлавĕсем çырма пуçлать: «Литература. Искусство. Культура» журналта пичетленет.

Каçăсем

тӳрлет