Борисов Геннадий Владимирович

Борисов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Геннадий Владимирович Борисов (1962, Краматорск, Украина ССР çур.) — телескопсен конструкторĕ, Крымра пурăнакан украин, раççей хăй тĕллĕ ĕçлекен астрономĕ. Пĕрремĕш паллă, халĕ 2I/Borisov ят панă çăлтăрсем хушшинче çӳрекен кометăна, уçнă.

Геннадий Борисов
Çуралнă чухнехи ят Геннадий Владимирович Борисов
Çуралнă вăхăт 1962
Çуралнă вырăн Краматорск, Украина ССР
Гражданлăх ССРП Украина РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Арăмӗ Надежда Борисова
Чыславсемпе парнесем

Биографи

тӳрлет

Краматорск хулинче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех астрономи кĕтесне çӳренĕ. 1989 çулта МПУ физика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ[2]. Крым лабораторинче инженер вырăнĕнче ĕçлет.

Борисов ĕçрен пушаннă вăхăтра астрономипе Крым çурутравĕнче Научный поçолăкĕнче хăйĕн MARGO обсерваторинче тăрмашать. 2013 - 2017 çулсенче вăл 7 комета[3] тата темиçе Çĕр таврашĕнчи объект, вĕсен хушшинче 2013 TV135[4], шыраса тупнă. Çак объектсене Борисов хăйех шутласа хатĕрленĕ телескопсемпе — GENON (2 кометă) тата GENON Max (5 кометă) — çĕрлехи тӳпене сăнаса тупнă[5]. Борисов 2014 çулта C/2013 N4 тата C/2013 V2 кометăсене Эдгар Уилсонăн 2 чыславне тивĕçнĕ[6].

2019 çулăн пуçламăшĕнче Геннадий Борисов хăйне валли çĕнĕрен 0,65-метр диаметрлă телескоп туса хатĕрленĕ[7][8]. 2019 çулта çурлан 30-мĕшĕнче, çак телескопа тӳпене тĕллесе çăлтăрсем хушшинчи 2I/Borisov кометăна пĕрремĕш уçнă, вăл Хĕвел системинчи иккĕмĕш çăлтăрсем хушшинчи объект шутланать[9].

Геннадий Борисов 2I/Borisov кометăна тупса уçнине[10] Клайд Томбо Плутона уçнипе танлаштараççĕ[5]. Томбо астроном-профессионал пулман, çаплах хăйех телескопсене ăсталанă, çапах та Плутона вăл хăйĕн телескопĕпе мар, Лоуэллри обсерваторинчи астрографпа усă курса тупнă.

Тупса уçнисем

тӳрлет

Геннадий Борисов 8 кометăна тупса уçнă:

Çаплах 2013 TV135 астероида уçнă.

Асăрхавсем

тӳрлет
Комментарисем
Çăлкуçсем
  1. ^ http://www.pereplet.ru/avtori/borisov.html
  2. ^ Геннадий Борисов
  3. ^ JPL Small-Body Database Browser
  4. ^ King Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  5. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Fontanka не указан текст
  6. ^ The Edgar Wilson Award Recipients. Тĕрĕсленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  7. ^ Крымский астроном рассказал, как открыл первую межзвездную комету. Gazeta.Ru (12 September 2019). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  8. ^ King Another Interstellar Visitor Is Headed Our Way. Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  9. ^ Agle Newly Discovered Comet Is Likely Interstellar Visitor (12 September 2019). Тĕрĕсленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  10. ^ The Edgar Wilson Award Recipients.

Каçăсем

тӳрлет