Богушевская Ирина Александровна

Богушевский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ирина Богушевская — совет вырăс юрăçи, сăвăçи, композиторĕ. Хăйĕн кĕвĕ-юррисене рок-кабаре, театăрлатнă джаз евĕрлĕ çырать.

Ирина Богушевская
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Ирина Александровна Богушевская
Çуралнă вăхăт 1965, чӳк, 2
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем Раççей юрăçи, сăвăçи, композиторĕ
Жанрсем джаз, кабаре
И. Богушевская сайчĕ

Кун-çулĕ тӳрлет

  • 1988 — Артём ывăлĕ çуралнă. Ашшĕ — А. Кортнев.
  • 1990МПУ студенчĕсен театрĕн «Синие ночи ЧК» мюзиклĕпе Эдинбургри «Fringe Festival» театрсен фестивальне хутшăннă.
  • 1992 — МПУ Философи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Студентсене философине вĕрентнĕ.
  • МПУ студенчĕсен театрĕн спектаклĕсенче вылянă.
  • Иващенкăпа Васильевăн мусăк студийĕнче вĕреннĕ.
  • 1993 — артистсен Андрей Миронов ячĕллĕ юрă конкурсĕнче Гран-При илнĕ(«Несчастный случай» ушкăнĕпе пĕрле). Тепĕр иккĕ çултан автокатастрофăна лекнĕ те икĕ çуллăха хăйĕн юратнă ĕçĕнчен вăхăтлăха уйрăлнă.
  • Ира Тверская ди-джей пулса «Радио 101»-ра ĕçленĕ.
  • 1995 — МПУ студенчĕсен театрĕнче бенефис-спектакль «Зал ожиданий» катартнă.
  • 1997 — «Лёгкие люди» ушкăна йĕркелет, мускав клубĕсенче юрлать.
  • 1998«Что? Где? Когда?» кăларăмра юрăсене юрлать.
  • 1999, 2001 тата 2005 — Дмитрий Дибровăн «Антропология» кăларăмне хутшăннă.
  • 2000 — «Легкие люди» альбома тата «Богушевич бэнд» çĕнĕ ушкăна кăтартнă.

Дискографи тӳрлет

  • Книга песен (1998)
  • Легкие люди (2000)
  • Бразильский крейсер (2000, концерт (Александр Склярпа пĕрле)
  • Шоу для тебя одной (2003), концерт.
  • Нежные вещи (2005)
  • Шёлк (2010, юпа, 16)
  • Детская Площадка № 1 (2011, Андрей Усачёвпа тата Александр Пинегинпа)
  • Детская площадка № 2 (2014, Андрей Усачёвпа тата Александр Пинегинпа)

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет