Бирма Википедийĕ

Бирма Википедийĕ (бирм. မြန်မာဝီကီပီးဒီးယားမြန်မာဝီကီပီးဒီးယား mjəmà wɪkɨˈpiːdiə) — Википедин бирман чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2004 çулхи утă уйăхĕнче ĕçлеме тытăннă.

Бирма Википедийĕ 28 Ака уйӑхӗн 2024 çулта 107 631 статья, 119 918 хутшăнакан, 5 администрат пулнă[1]. Бирман Википединчи страницăсен мĕнпур шучĕ — 241 480, тӳрлетӳсен шучĕ — 829 016, кĕртнĕ файлсен шучĕ — 2908[1]. Бирма Википедин тарăнăшĕ (чĕлхе уйрăмĕн аталану шайĕ) питĕ пĕчĕк 5.3 пункт[1].

Истори тӳрлет

Хронологи тӳрлет

  • 2004: Бирма Википедийĕ ĕçе кĕнĕ.
  • 2008: калăпăшĕ хăвăрт ӳсме тытăннă.
  • 2010: Бангкокра (Таиланд) пĕрремĕш википеди семинарĕ иртнĕ, Викимедиа фондчĕн элчисем, вырăнти тата тĕнчери экспертсем, çаплах бирма википедисчесем хутшăннă.
  • 2012: Бирма Википедине BarCamp Янгон вырăнĕнче кăтартнă.

Пулнисем тата презентацисем тӳрлет

2010 çулта Мьянмăри компьютер профессионалĕсен ассоциацийĕ Wikipedia Myanmar project хута янă, тĕллевĕ — Википедири статьясен йышне ӳстересси[2].

2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче Бирма Википедин пĕрлелĕхĕ хăйĕн пĕрремĕш семинарне Янгонра (Мьянма) ирттернĕ. Çак тĕлпулура Telenor компани пулăшнă, тĕллевĕ — çĕнĕ волонтерсене йыхравласси[3]. Бирма Википедин форумĕ 2014 çулхи утă уйăхĕнче иртнĕ. Кунта 2000 ытла çын хутшăннă.[4].

Йывăрлăхсем тӳрлет

Бирмăри интернете кĕрекенсен чылайăшĕ юникодпа пĕтĕмпех пĕрле ĕçлеймен Zawgyi шрифтпа усă курать, çак ĕнтĕ бирма Википедине вулама чăрмав кӳрет[4][5][2].

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет