Беллинсгаузен Фаддей Фаддеевич
Фадде́й Фадде́евич Беллинсга́узен (çуралнă чухне Фабиан Готтлиб Таддеус фон Беллинсгаузен (ним. Fabian Gottlieb Thaddeus von Bellingshausen); 1778 çулхи авăнăн 9 (20) , Эзель утравĕ[1] — 1852 çулхи кăрлачăн 13 (25)-мĕшĕ , Кронштадт) — раççей тинĕс тĕпчекенĕ, Антарктидăна уçакансенчен пĕри. Беллингсгаузен остзей нимĕç дворян йăхĕнчен тухнă[2].
1812 - 1816 çулсенче «Минерва» фрегата ертсе пынă[3], а с 1817 по 1819 годы — фрегатом «Флора»[4].
1819—1821 çулсенче кăнтăр тинĕссене янă тĕнче тавра антарктика экспедицине ертсе пынă]. Вăл «Восток» тата Михаил Лазарев ертсе пыракан «Мирный» шлюпсенчен тăнă. 1819-мĕш çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Кронштадран тухса экспдици чӳкăн 2-мĕшĕнче Рио-де-Жанейрона çитнĕ. Унтан Беллинсгаузен кăнтăралла кайса Куком уçнă Кăнтăр Георги утравĕнчен иртсен 56° к. ш патĕнче маркиз де Траверсен виçĕ утравне уçать. Каярах Кăнтăа Сандвич утравĕсене сăнаса 59° к. ш хĕвелтухăçнелле каять. Икĕ хут çитме май уриччен кăнтăралла кайса 69° к. ш. çитет. 1820-мĕш çулхи кăрлачăн 16 (28)-мĕшĕнче экспедици хальхи Беллинсгаузен шельф пăрлăхĕ патĕнче Антактидăна уçать, 69° 21' 28" к. ш. тата 2° 14' 50" ха. д координтасенче материк патне çывăха пырса. Кăрачăн 21-мĕшĕнче (нарăс, 2) экспедици пайташĕсем каллех çыран кураççĕ, нарăсăн 5-6-мĕшĕнче çыран патнех çитеççĕ. Каярах шлюпсем уйрăлса маларах никам та çӳремен Инди тата Кăнтăр океанăн сарлакăшĕпе Австралинчи Джексон портне, халĕ Сидней. Австарлинчен шлюпсем Лăпкă океана кайсе темиçе утравпа атолл уçаççĕ (Восток, Симонов, Михайлов, Суворов тата ытти те), темиçе утрав çинче пулаççĕ (Аслă Князь Александр утравĕсем) те Джесон портне таврăнаççĕ. 1820-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче экспедици каллех кăнтăр тинĕсене каять, 54° к. ш. патĕнче Маккуори утрав çинче пулнă хыççăн малтан кăнтăралла, каярах хĕвелтухăçнелле каять. 1821--мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче 70° к. ш. и 75° ха. Беллинсгаузен пăр патне çитнипе çурçĕрелле каймалла пулать. Çав уйăхрах 68° тата 69° к. ш. хушшинче Петр I утравĕ тата Александр I утравĕсене уçать, Çĕнĕ Шотланди утравĕсем тавра çаврăнса тата нумай утрав уçать. 1820-мĕш çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче (çурла, 5) уйăхĕнче 751 кун хыççăн экспедици Кронштада таврăнать.
Астăвăм
тӳрлет- Беллинсгаузен ятне панă:
- Беллинсгаузен тинĕсĕ Лăпкă океанта,
- Сахалин утравăмĕнчи сăмсах,
- Туамоту архипелагĕнчи утрав,
- Лаптевсен тинĕсĕнче Фаддей утравĕсемпе Фаддей кӳлмекĕ,
- Беллинсгаузен пăрлăхĕ,
- Уйăх çинчи кратер,
- Антарктикăри ăслăх поляр станцийĕ.
- 1870-мĕш çулта Кронштадтра палăк лартнă.
- 1994-мĕш çулта Раççей банкĕ Пĕрремĕш вырăс антарктика экспедицине халаланă Астăвăм укçисен серине кăларнă.
Вуламалли
тӳрлет- Кублицкий Г. И. По материкам и океанам. Рассказы о путешествиях и открытиях. — М.: Детгиз, 1957. — 326 с.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ халь Сааремаа, Эстони
- ^ Генеалогическая справка: Genealogisches Handbuch der Oeselschen Ritterschaft, 1935, — S.463 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Шаблон:Кĕнеке:Российский парусный флот
- ^ Шаблон:Кĕнеке:Российский парусный флот
Каçăсем
тӳрлет- Ф. Ф. Беллингсгаузен. «Двукратные изыскания в южнополярном океане и плавание вокруг света» 2012 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Книга «Двукратные изыскания в южнополярном океане и плавание вокруг света»
- Биография Фаддея Беллинсгаузена 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карта Антарктической экспедиции 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Могила Ф. Ф. Беллингсгаузена (эст.)
- Сочинения Беллинсгаузена на сайте Lib.ru: Классика
- Çак статьяна çырнă чухне Брокгаузпа Ефронăн Энциклопеди сăмахсарĕн (1890—1907) материалĕпе усă курнă.