Баренц тавралăхĕ
Ба́ренц тавралăхĕ (Баренц Евро-Арктика Регионĕ) — 1993 çулхи кăрлач, 11 тĕнчери пĕрлĕ ĕçлĕхе аталантарас тĕллевпе уйăрнă Баренц тинĕсĕ çумĕнчи территори.
Тавралăх шутне Норвегин кĕпернисем: Нордланд, Тромс, Финнмарк, Швецин Вестерботтенпе Норрботтен ленĕсем, Финляндин Лапланди, Çурçĕр Остроботнипе Каинуу провинцисем, Раççейĕн Мурманск облаçĕ, Архангельск облаçĕ, Коми Республики, Ненец автономла тăрăхĕпе, Карели Республики кĕрет. Хутшăнакан тăватă патшалăх пĕр-пĕрин хыççăн пĕнрлĕ ĕçлĕхе ертсе пыраççĕ.
Тавралăхăн территорийĕ — 1,9 тв. çм. çитет. Халăх йышĕ — 6 миллион çын. Баренц Евро-Арктика Регионĕн пĕрлĕ ĕçлĕхне икĕ шайра тытса пыраççĕ: тĕп тата вырăнти. Пĕрле ĕç-пуçа ертсе пыма тĕп шайра Баренц Канашне туса хунă, унăн ĕçне ют çĕр министăрĕсем хутшăнаççĕ. Вырăнти шайра Регион Канашĕ пур, унăн ĕçĕсене пĕрле ĕçлекен территорисен администрации ертӳçсем (кĕпернеттĕрсем) хутшăнаççĕ.
Каçăсем
тӳрлет- Barents Info порталĕ
- Норвегин Баренц Секретариачĕн сайчĕ
- Баренц пĕрлĕ ĕçлĕх темипе çырнă хаçат-журнала пăхса тухни
- Баренц тавралăхĕн темипе çырнă статьясем
Ку географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |