Байрак
«Байрак» (Ялав) — Тутар Республикинчи Пăва районĕн хаçачĕ.
Хаçат эрнене ик хутччен: юнкун тата шăматкун 7760 экземплярлă тиражпа тухать. «Ялав» Хусанта пичетленет, ГУП ПИК «Идел-Пресс» кăларать.
Истори
тӳрлет1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче кун çути курнă. «Ялав» ятлă чăвашла варианчĕ 1962 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухма пуçланă.
Кăларакансем
тӳрлетХаçат редакторĕ Камалетдинов Гакиль Аряфетдинович. Вăл Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультечĕнче вĕреннĕ. 1990 çултанпа «Ялав» («Байрак», «Знамя») хаçат редакцийĕнче ĕçлет, редактор вырăнне 2000 çултанпа йышăнать.
Палăртусем
тӳрлетХаçат тĕрлĕ номинацие тивĕçнĕ:
- «Хрустальное перо»;
- 2005 çулта «Чи лайăх пичет кăларăмĕ» (Лучшее печатное издание) номинацире 3 степеньлĕ диплома;
- «Лучшая публикация, посвящееная пенсионной тематике» номинацире вара 2 степеньлĕ диплома тата нумай-нумай грамотăсемпе тав сăмахĕсене тивĕç пулнă.