Ахмет Зогу
Ахмет Зогу (1895, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗ — 1961, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ) — Албанин патшалӑх ӗҫченӗ. 1925 ҫултан пуҫласа 1928 ҫулччен Албанин иккӗмӗш президенчӗ, тата 1928 ҫултан пуҫласа 1939 ҫулччен Зогу йӑхӗнчи Албанин пӗрремӗш патши пулнӑ. 1922 ҫултан пуҫласа 1924 ҫулччен тата 1925 ҫулта Албанин премьер-министрӗн вырӑнне йышӑннӑ.
Кунҫул
тӳрлетАхмед-бей Мухтар Зоголли 1895 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Буррели ҫывӑхӗнчи Бургайет карманта ҫуралнӑ. Ахмет Зогу Джеляла-паши Зоголлы ялти байрактар мӑнукӗ, Эссад-паши Топтани тӑванӗ, Мати тӑрӑхӗн наместникӗн Кемаль-паши Зоголлыпе Садия Топтанин виҫҫӗмӗш ывӑлӗ пулнӑ. Зоголлы ятлӑ-сумлӑ феодал кил-йышӗ пулнӑ. Ахмед амӑшӗ — Садия Топтани — аслӑ Скандербегӑн аппӑшӗн тӑхӑмӗ пулнӑ.
Ахмед Зоголлы пӗлӗве Ӑстампулти Галатасарай колледжӗнче илнӗ. Каярах хӑйӗн Зоголлы (Zogolli) хушаматне Зогу (албанла «кайӑка» пӗлтерет) ҫине ылмаштарнӑ.
1911 ҫулта ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Мати кӗпӗрнаттӑрӑн должноҫӗ лекнӗ. Ҫак вырӑнпа усӑ курса 1912 ҫулта Албани никама пӑхӑнманни ҫинчен калакан декларацие алӑ пуснӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ, Австрипе Венгри майлӑ ҫапӑҫнӑ. 1919 ҫулта тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ хыҫҫӑн политика ӗҫне пуҫӑннӑ. Шкодер губернаторӗ (1920–1921), шалти ӗҫсен министрӗ (1920, 1921–1924) тата ҫар министрӗ (1921–1922) пулнӑ.
1924 ҫулхи Ҫӗртме пӑлхавӑрӗ вӑхӑтӗнче Албанирен Сербсемпе хорватсен тата словенсен патшалӑхне тарнӑ. Вӑл пулӑшнипе тата вырӑс эмигранчӗсен отрячӗ (ӑна К.К. Улагай полковник ертсе пынӑ, Ахмет Зогун ҫывӑх тусӗ Заурбек Ахушков отряда ҫынсем пухнӑ) пулӑшнипе 1924 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Албанире патшалӑх переворочӗ тунӑ — ҫак вӑхӑтран вара ҫӗршывӑн пӗртен-пӗр пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ: 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа республика президенчӗ пулса тӑрать. 1928 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Ахмед Зогу хӑйне Албани монархӗ тесе пӗлтерет, 1928 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вара ҫӗнӗрен суйланнӑ Йӗркелӳ пухӑвӗ (алб. Asamblea Konstituente) Зогуна (III Скандербег I Зогу иккӗмӗшле янӑравлӑ ятпа) албансен патши пулма ҫирӗплетнӗ.
Авторитарлӑ мелсемпе ертсе пырса Зогу, хӑй сирпӗтсе антарнӑ Фан Ноли пекех, Албание модернизацилесшӗн пулнӑ. Вӑл хурахсемпе кӗрешес енӗпе тата юнпа тавӑрас йӑла-йӗркене пӗтерес тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫулсемпе пульницӑсем тата шкулсем туса пайланнӑ фиссене (клансене, йӑхсене) пӗрлештерме пулӑшнӑ, студентсене Европӑри университетсене пӗлӳ пухма янӑ, административлӑ пайланӑвӗн системине йӗркеленӗ, тӳре-шарасене шалти ӗҫсен министерстви умӗнче яваплӑ тунӑ, тата пуҫиле, граждан тата суту-илӳ прависен кодексӗсене хатӗрленӗ чухне Европӑри тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ.
Реформӑсем ирттерме укҫа-тенкӗ тата техника енчен пулӑшу кирлӗ пулнӑ, Зогу ӑна Итали патшалӑхӗнчен илнӗ. 1925 ҫулта Италири компанисене ҫӗр айӗнчи пурлӑхсемпе усӑ курма ирӗк панӑ, Итали тытса тӑракан Наци банкӗ албани укҫине кӑларма тытӑннӑ, казначейство ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. Римра Албанин экономика аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен общество йӗркеленӗ, вӑл ҫулсемпе кӗперсем тата обществӑлла ытти ҫуртсене тума укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
1926 ҫулта, ҫурҫӗрти хӑватлӑ пӑлхава пула Зогун лару-тӑрӑвӗ хавшанӑ хыҫҫӑн, Итали Албанин тулашри политики ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пуҫланӑ. 1926 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Тиранӑра Италипе Албани туслӑхпа хӑрушсӑрлӑх ҫинчен 5 ҫуллӑха Килӗшӳ (Тиранӑри 1-мӗш пакт ята тивӗҫнӗскер) алӑ пуснӑ. Договорпа килӗшӳллӗн, икӗ ҫӗршыв та Албанири политика, юридици тата территори тӗлӗшӗнчи ҫав самантри тӑрӑма ҫирӗплетнӗ тата тепӗр енӗн интересӗсене сиен кӳме пултаракан политикӑпа вӑрҫӑ килӗшӗвӗсене алӑ пусмалла мар пулнӑ. Ҫулталӑкран, 1927 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫуллӑха хӳтӗлев союзӗ ҫинчен Договор алӑ пуснӑ (Тиранӑри 2-мӗш пакт ята тивӗҫнӗскер), ун хыҫҫӑн Италирен хӗҫ-пӑшал килнӗ, вӑл вӑхӑтра 8 пин салтакран тӑракан албани ҫарне модернизацилеме инструкторсем килсе ҫитнӗ.
Итальянсем политикӑпа экономика тӗлӗшӗнчен хӗснине пӑхмасӑрах, 1931 ҫулта Зогу Тиранӑри 1-мӗш пакта ҫӗнетме килӗшмен. Ҫулталӑкран Зогу Итали сӗннӗ таможня пӗрлӗхне йӗркелеме килӗшмен, Итали ҫар советникӗсенчен нумайӑшне кӑларса янӑ, 1933 ҫулта итальянсен шкулӗсене хупнӑ. 1934 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Итали ҫар карапӗсем Дурревс патӗнче манёврсем туни Албанире ҫӗнӗ концессисем илме пулӑшайман.
1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Италипе Албани хушшинче укҫа-тенкӗпе суту-илӳ таврашӗнче тачӑрах хутшӑнусем йӗркелессине пӑхса хӑварнӑ тепӗр килӗшӳ алӑ пуснӑ. Маларах панӑ займӑн парӑмне каҫарса тата ҫӗнӗ займпа (9 млн албани франкӗ калӑпӑшӗпе) кредит (3,5 млн албани франкӗ) пама йышӑннӑшӑн, Албани Итали ҫар советникӗсемпе граждан инструкторӗсене патшалӑх аппаратне тата ҫара тавӑрма килӗшнӗ. Италие ҫӗнӗ нефть тата ту тӑприллӗ концессисем панӑ, ҫӗр айӗнчи пурлӑхсене тӗпчеме тата темиҫе ҫар хӳтӗлевӗсем тума ирӗк панӑ. Итали таварӗсене ҫӗршыва кӳрсе килес тӗлӗшпе мӗнпур чарусене пӗтернӗ.
1925 ҫулта Зогу пӗлтернӗ ҫирӗп аталану ҫулӗ 1939 ҫулхи ака уйӑхӗнче, Албание Итали оккупациленӗ хыҫҫӑн, татӑлнӑ. Ун умӗн Албанирен ультиматум евӗрлех Италие пӑхӑнса тӑма протекторат йӗркелеме ыйтнӑ пулнӑ. Ҫӗршыва оккупациленӗ хыҫҫӑн Зогу Грецие тарнӑ, унтан Лондона куҫнӑ, оккупацири правительствӑн премьер-министрӗ пулма унӑн тахҫанхи тӑшманне Шефкет Бей Верладжие лартнӑ. Зогу майлисем Албанире Легалитети юхӑма пӗрлешнӗ.
Ахмет Зогуна вӗлерес тесе ун ҫине 50 хут ытла тапӑннӑ. 1924 ҫулта ӑна Бекир Вальтере, каярахпа фашист активисчӗ пулса тӑнӑскер, персе вӗлересшӗн пулнӑ, коммунистсен Ятарлӑ сучӗн приговорӗ тӑрӑх 1945 ҫулта ӑна хӑйне вӗлернӗ. Зогуна хирӗҫ кавара йӗркеленӗшӗн куҫӑмсӑр майпа Кола Тромара вӗлерме приговор йышӑннӑ пулнӑ, 1945 ҫулта ӑна Вальтерипе пӗрле персе пӑрахнӑ.
Юлашки ҫулӗсенче Парижра детективлӑ романсемпе мемуарсем ҫыракан Геральдина арӑмӗн укҫи-тенкипе пурӑннӑ. 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ.
2012 ҫулта патшан юлашкийӗсене Тиранӑри Албани патша ҫемйин Мавзолейне чаплӑн пытарнӑ. Ҫӗнӗрен пытару церемонинче ҫӗршывӑн президенчӗ, премьер-министрӗ, Албани, Черногори, Раҫҫей монарх ҫурчӗсен представителӗсем пулнӑ. Сали Бериша наци патшалӑхне йӗркелесе ярассинче Зогу витӗмне палӑртнӑ. Албанин тӗп хулин тӗп урамне Зогу бульварӗ ята панӑ. Унтах 2012 ҫулта Зогу патшан палӑкне лартнӑ.