Сали Рам Бериша (алб. Sali Ram Berisha; 1944, юпан 15-мӗшӗ, Тропоя) — Албанин политика тата патшалӑх ӗҫченӗ.

Сали́ Рам Бери́ша
алб. Sali Ram Berisha
Чӑн ят алб. Sali Ram Berisha
Çуралнă вăхăт 1944 çулхи юпа, 15-мĕшĕ(1944-10-15)[1][2] (79 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Арăмӗ Лири Бериша[d]
Чыславсемпе парнесем
кавалер Большого креста, декорированного Большой лентой ордена «За заслуги перед Итальянской Республикой»
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Кун-ҫулӗ

тӳрлет

Тропоя хулинче — Бериш кланӗн тӗп вырӑнӗнче — ҫуралнӑ. Тирана университечӗн медицина факультетне (1967) пӗтернӗ, гемодинамикӑра специализациленсе малалла пӗлӗве Парижра (Франци) пухнӑ. 1980–1990 ҫулсенче Тирана университетӗнче вӗрентнӗ. Философи тухтӑрӗн ӑсчах степенӗ пур. Чӗре ҫинчи хирургипе аппаланнӑ.

Албанин ӗҫ партийӗн пайташӗ пек Беришин политикӑлла карьери Берлин хӳми арканичченех пуҫланнӑ. Кардиологи тухтӑрӗ пулнӑ май вӑл Албанин ӗҫ партийӗн ТК Политбюро пайташӗсене сыватнӑ, ҫав шутра Энвер Ходжуна та. Каярах АӖП ТК пайташӗ Шевкет Печи ку вырӑна Беришине лартни Хосни Капо Политбюро пайташӗн «йӑнӑшӗ» пулни пирки каланӑ.

1990 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, йышлӑ протестсен вӑхӑтӗнче, вӑл студентсен юхӑмне ырланӑ, коммунистла режима хирӗҫ халӑх умӗнче тухса каланипе тата демократиллӗ улшӑнусем ирттерме чӗннипе чапа тухнӑ (рабочисен хирӗҫле юхӑмӗн ертӳҫи Гезим Шима ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сали Бериша ҫав пулӑмсенче пысӑк вырӑн йышӑнман, анчах оппозицин ертӳлӗхне лекме пултарнӑ). 1991 ҫулта Бериша сылтӑмла Албанин демократиллӗ партине, каярахпа Албанин икӗ тӗп партинчен пӗри пулса тӑнӑскерне, ертсе пынӑ.

Албани президенчӗ

тӳрлет

1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв президентне суйланӑ. Сали Бериш премьер-министр пулма Александер Мексине лартнӑ. 1994 ҫулта президент хӑйӗн полномочийӗсене анлӑлатасса шанса референдум ирттернӗ, анчах ку сӗнӗве йышӑнман. 1996 ҫулта Бериша президент пулма ҫӗнӗрен суйланӑ.

Бериша президентра ларнӑ вӑхӑт демократиллӗ улшӑнусемпе кӑна мар, авторитарлӑ мелсем ҫирӗпленнипе те палӑрса тӑрать. АДП хастарӗ Башким Газидед ертсе пыракан ятарласа тунӑ SHIK ҫӗнӗ служба президент политикин пӗлтерӗшлӗ хатӗрӗ пулса тӑнӑ.

Бериша ҫӗнӗрен президента ларнӑ хыҫҫӑн темиҫе «укҫа-тенкӗ пирамиди» арканнӑран халӑхӑн чылай пайӗн хӑйсен укҫи-тенкине ҫухатнине пула патшалӑхра экономика кризисӗ аталанма пуҫланӑ. Ҫынсем ҫӗршыв ертӳлӗхне финанс енӗпе улталанине хутшӑннӑшӑн айӑпланӑ. Хӗҫпӑшал склачӗсене тапӑннине пула ҫӗршыв граждан вӑрҫине ӳкес хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. 1997 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче, вӑхӑт ҫитмен пулин те, парламент суйлавӗ иртнӗ, унта социалистсем ертсе пынӑ партисен коалицийӗ ҫӗнтернӗ. Унӑн партине суйлава выляса янӑ хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран Бериша президент ӗҫ вырӑнне пушатнӑ, партие ертсе пыма пуҫланӑ. 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Бериша вырӑнне президент постне Реджеп Мейдани социалист йышӑннӑ.

Албани премьер-министрӗ

тӳрлет

2005 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ парламент суйлавӗнче Албанин демократилле партийӗ хӑйӗн тӑмарӗсемпе пӗрле ҫителӗклӗ вырӑна суйланса ҫӗршывӑн ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ, ӑна Сали Бериша ертсе пыма шаннӑ. 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Албани президенчӗ ӑна министрсен кабинетне йӗркелеме хушнӑ.

2009 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче черетлӗ парламент суйлавӗ иртнӗ. Премьер-министр вырӑнӗшӗн тупӑшаканӗсенчен чи йывӑрри Сали Беришӑшӑн Социалистла парти пайташӗ, Тирана мэрӗ Эди Рама пулнӑ. Икӗ кандидат та суйлавҫӑсене чухӑнлӑхпа кӗрешессине вӑйлатма тата ҫӗршыва Европа Пӗрлӗхне кӗме хатӗрленессине малалла тӑсма сӑмах панӑ пулнӑ. Демократсен партийӗ парламентра пӗчӗк ҫӑмӑллӑх илнипе суйлав выляса илнӗ. 2009 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Демократиллӗ партипе унччен ҫӗршывӑн премьер министрӗ пулнӑ Илир Мета ертсе пыракан Интеграцишӗн тӑрмашакан социализмла юхӑм пӗр-пӗринпе коалициллӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Сали Беришӑн каллех правительствӑна ертсе пыма май тупӑннӑ.

2013 ҫулта черетлӗ парламент суйлавӗ иртнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫак ӗҫ вырӑнне пушатнӑ.

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет
  1. ^ Sali Berisha // Brockhaus Enzyklopädie (нем.)
  2. ^ Sali Berisha // Munzinger Personen (нем.)