Ахаль ăтăр
Ăтăр - çинçе кĕлеткеллĕ вăрăм чĕрчун. Вăл утса çӳреме те, чупма та питĕ ăста: 10 çухрăма пĕр канмасăрах кайма пултарать. Шывра та хăйне лайăх туять. Унта 3 минут ытла тăма пултарать. Таса, хăвăрт юхакан шывсене кăмăллать. Ытларах пулăпа тăранать, анчах рак, шапа, хурт-кăпшанкă та тиркесех каймасть. Йăви чăнкă çыранта вырнаçать пулин те, кĕмелли шăтăкне курма çук - ăна ăтăр шыв айĕнчен тăвать. Ăтăр питĕ сыхлавлă чĕрчун шутланать, çавăнпа та апата каçхине кăна тухать. Пирĕн тăрăхра ăтăрăн тĕп тăшманĕ - этем. Çынсем ăтăра паха та хаклă тирĕшĕн тытаççĕ. Çавăнпа та ăтăр йышĕ пирĕн тăрăхра питĕ пĕчĕк.
КаçăсемПравить
Ахаль ăтăр Викиампарта? |
Викитĕссенче çак темăпа хыпар пур
- ARKive Ӳкерчĕксемпе видеосем Архивленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.
- [1]
- Çĕршывсем хушши ĕтĕрсене сыхлакан фонд
- Шетланди ăтăрĕсем
- Суссексри ăтăрсем Архивленĕ 12 Ҫу уйӑхӗн 2009 çулта.
- [2] Архивленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2009 çулта.