Атăл-Урал (легион)

Атăл-тутар легионĕ («Атăл-Урал» легион) (ним. Wolgatatarische Legion, ним. Legion Idel-Ural, тут. Идел-Урал Легионы, İdel-Ural Legionı) — вермахтăн атăлçи халăхĕсен çыннисенчен (тутарсем, пушкăртсем, марисем, мордвасем, чăвашсем, удмуртсем) тăракан çар пайĕ[1].

Тутар — вермахт тум-тирне тăхăннă легион салтакĕ.


Атăлçи тутар легионерĕсем 7 вăйлатнă уйри батальон шутне (12,5 пине яăн çын) кĕнĕ[2].

Тухăç легионерĕсен ертӳлĕх штабне (ним. Kommando der Ostlegionen) пăхăнса тăнă.

Символика

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Phwolgatat2.gif
«Атăл-Урал» легионĕн хул паллин пĕр варианчĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Легионăн батальонĕсен шăпи

тӳрлет

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче нимĕçсем йĕркеленĕ мĕнпур наци легионĕсенчен Атăл тутарĕсен легионĕн усăллăхĕ чи сахалли пулнă.

1942 çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче Едлинора йĕркелеме тытăннă, 900 çын пуçтарнă. Командир — майор Цек.

1943 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче батальона мăнаçлă фронта ăсатнă, нарăсăн 18-мĕшĕнче Витебска çитнĕ. Батальонăн чылайăшĕ Анăç Двина сулахай çыранĕнчи Гралево ялĕнче вырнаçнă.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче легионерсен элчисем, легионра вăрттăн ĕçлекен йĕркелӳ хушнипе, партизансемпе çыхăнса батальонра нарăсăн 22-мĕшĕнче, 23:00 вăхăтра, пĕтĕмĕшле пăлхав çĕклеме шутланă. Çакăн пирки нимĕçсем пĕлсе пăлхав пуçланиччен пĕр сехет маларах ертӳçсене аресленĕ пулин те, Хусаин Мухамедов ертсе пынипе 500-600 яхăн легионер хĕçпăшалпах чылай вăрçă хатĕрĕпе партизансен енне куçаççĕ. 2 взвод (вĕсене вăхăтра пĕлтереймен) тата аресленĕ легионерсем кăна тарайман. Юлнă легионерсене хăвăрттăн тыла илсе кайса урăх пайсене кĕртнĕ.

1943 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Командир - капитан Шермули.

825-мĕш батальонри пăлхав хыççăн, 826-мĕшне Голландие куçарнă, унта ăна хурал тата урăх ĕçсене тутарнă. Вермахтăн тĕрлĕ пайĕсене кĕнĕ. Çапăçусене хутшăнман. Батальонра пăлхав хатĕрленĕ, нимĕçсем ăна пĕлсе чараççĕ.

1943 ç. нарăсăн 10-мĕшĕнче Едлинора йĕркеленĕ. Командир - капитан Прам.

1943 ç. çĕртмен 22-мĕшĕнче Дрогобыч (Анăç Украина) хулинче тăнă, украин партизанĕсене хирĕç кĕрешнĕ. Чылай легионер партизансем патне тарнă. 1943 ç. утă уйăхĕнче 827-мĕш батальонра Мифтахов аслă лейтенант ертсе пынипе пăлхав тунă. Партизансем енне штаб хуралĕн икĕ взвочĕ куçнă, тепĕртакран нимĕçсем Мифтахова тытса вĕлернĕ.

Легионерсем малашне те тарнă, батальона çапăçусенчен хăтарса Францие куçарнă. Унта та вăл шанчăкла пулайман: командирсемпе легионерсем тăтăшах вырăнти партизансем патне тарнă. Çапăçусене хутшăнтарман, юлашки хут ун пирки 1945 çулхи пушăн 10-мĕшĕнче асăннă.

828-мĕш батальона 1943 ç. акан 1-мĕшĕ — çĕртмен 1-мĕшĕнче Едлино хулинче йĕркеленĕ. Командир - капитан Гаумиц.

Батальон Едлинора 1943 ç. авăнăн 1-мĕшчен тăнă, авăнăн 28-мĕшĕнче Анăç Украинăна шанчăксăр 827-мĕш батальона улăштарнă. Легионерсем партизансем патне тарнă, батальонра дисциплина питĕ начар пулнă. Батальона Украинăран илсе тухнă, çапăçусене урăх хутшăнман.

1943 ç. çурлан 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ, авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне 874 çын пулнă. Командир — капитан Рауш.

Чылай хушă Едлинора тăнă, кайран, 1944 ç. нарăсра Анăç Украинăна куçарнă. Ута уйăхĕнче ун пирки çапăçма пултарайман тесе çырни пур. 1944 çулхи çурлан 29-мĕшĕнчи тапăчпа салатса янă.

830-мĕш батальон

тӳрлет

1944 çулхи çурла-юпа уйăхĕсенче йĕркеленĕ. 1943 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче батальона Едлиноран Конски пурăнан вырăна куçарнă, унта вăл 1944 ç. нарăс вĕçне çити тăнă. Партизансемпе кĕрешме тутар батальонĕсене хутшăнтарма юраман, 830-мĕш батальон Анăç Украинăпа Польшăри пурăнан вырăнсенче хуралта тăнă. Батальонра фашистсене хирĕçле шухăш-кăмăл хуçаланнă: 1944 ç. çĕртмере темиçе легионера партизансемпе çыхăну тытнăшăн аресленĕ, нумай легионер хĕçпăшалпах тухса тарнă.

Малашне батальона çурт-йĕр е сапёр ĕçĕсенче хутшăнтарнă.

831-мĕш батальон

тӳрлет

1943 ç. кĕркунне Едлинора йĕркеленĕ. «Идель-Урал» легион лагерьне сыхланă. Вăрçă вĕçĕнче ытти тĕрĕк йĕркелĕвĕсемпе пĕрлештернĕ, пулас. Çапăçусене хутшăнман.

Батальон пирки асăнни пур, анчах та ăна йĕркелемен.

Батальон пирки асăнни пур, анчах та ăна йĕркелемен.

Батальон пирки асăнни пур, анчах та ăна йĕркелемен.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Gilyazov не указан текст

Каçăсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет