Киттайăн аслă хӳми

(Аслă Китай хӳми ҫинчен куҫарнӑ)

Асла Китай хӳми (кит. йăл. 长城, çăмăл. 長城, пиньинь Chángchéng, тӳррĕн «Варăм хӳме» е кит. йăл. 萬里長城, çăмăл. 万里长城, пиньинь Wànlǐ Chángchéng, тӳррĕн «10 000 ли вăрăм хӳме») — пысăк архитектура палăкĕ. Çурçĕр Китай çĕрĕпе 8851,8 çм[1] тăршшĕ тăрать, Бадалин татăкĕнче Пекинран çывăх.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Пĕрремĕш хӳмене п. эрч. III ĕмĕрте Цинь Шихуанди тапхăрĕнче (Цинь ăрăвĕ), Вăрçакан патшалăхсем (п. эрч. 475—221 çç) патшалăха хунну халăхĕ тапăнасран сыхланма тума тытăннă. Ĕçе çĕр-шыври халăхăн пиллĕкĕмĕш пайĕ хутшăннă, тепĕр сăмахсемпе, миллиона яхăн çын. Хӳме тăршшĕ 8 пин те 851 çухрăм та 800 метр.[1]

Хӳме китайсен хăйсен çĕрĕсен чи çурçĕр йĕрне палăртнă, унăн «Вăта империн» çыннисене юркăн пурнăç йăлине тухасран, варварсемпе хутшăнса каясран сыхлалла пулнă. Хӳтлĕх китай тĕнчин чиккине кăтартса халĕ çеç пăхăнтарнă патшалăхсенчен йĕркеленнĕ пĕрлĕ империне чăмăртанма хистекенĕ пулнă.

Хань ăрăвĕ ертсе пынă тапхăрта (п. эрч. 206 — 220 çç.) Хӳмене анăçалла Дуньхуана çити сарнă. Çаплах сутă-илӳ караванĕсене юркăн çынсенчен хӳтĕленме пушхирĕн шалти çĕрĕсенче сыхлав турулĕсен йĕрне тунă. Паянкуна упранса çитнĕ Аслă Хӳме татăкĕсене ытларах, Мин ăрăвĕ (1368—1644) тапхăрĕнче тунă. Çак тапхăрта çурт-йĕр тума кирпĕчпе çурта çирĕплетекен чул муклашкисемпе усă курнă. Мин тăрăмĕ чухне Хӳме тухăçран анăçалла Сарă тинĕсĕн Бохай кӳлмекĕн çыранĕнчи Шаньхайгуань хуралĕнчен пуçласа хальхи Ганьсупа Синьцзян-Уйгур автономи районĕн провинцисен чиккинчи Юймэньгуань хуралне çитиччен сыхланă.

Хӳмене çĕмĕрни тата юсани

тӳрлет
 
Аслă китай хӳмин 1907 çулхи фотоӳкерчĕкĕ.

Манчжур Цин ăрăвĕ (1644—1911), Хӳтлĕхе У Саньгуйăн сутăнчăк ĕçĕпе çĕмĕрсе кĕнĕскер, Хӳтлĕхе вырăна хуман. Цин хуçаланнă виçĕ ĕмĕр хушшинче Аслă хӳтлĕх пĕтĕмпех тенĕ пекех ишĕлнĕ. ПекинаБадалин патĕнчи кĕске татăкне кăна пахалăхра тытса тăнă — вăл «тĕп хула хапхи» шайĕнче шутланнă. 1899 çулта американ хаçачĕсем хӳмене пачах çĕрпе танлаштараççĕ, унăн вырăнĕнче шоссе çулĕ тăваççĕ тенĕ итлеве сарнă.

1984 çулта Дэн Сяопин хистевĕпе китай тата ютçĕрсенчи компанисен, çаплах пайăр çынсен, укçа-тенкипе Аслă китай Хӳмине реставрацилес ĕç тапранать.

Çĕр-шывăн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă Шаньси облаçĕнчи Мингин регионĕн 60-çухрăм тăршшĕллĕ хӳме татăкĕ хаяр эрози çиме пуçланă тесе çырнăччĕ. Сăлтавĕ — 1950-мĕш çулсенчи Китайра ялхуçалăх интенсивлă меслечĕсене ĕçе кĕртни çĕр айĕнчи чылай юханшывсене типĕтнĕ, çакна пула çак регион ази хăйăр çил-тăвăлĕсен тĕпĕ пулса каять. Хӳмен 40 ытла çм пайĕ ишĕлсе пĕтнĕ, 10 çм çех хăйĕн вырăнĕнче тăрать, анчах та хӳмен çӳллĕшĕ хăшпĕр çĕрте пиллĕк метртан иккĕне çити анса ларнă[2].

Кăсăк хыпарсем

тӳрлет
  • Çулсерен «Аслă Хӳме» çăмăл атлетика марафонĕ иртет (The Great Wall Marathon), дистанцин пĕр пайне спортсменсем Хӳмен виркĕсĕ çийĕпе чупаççĕ.
  • Аслă китай хӳмине космос карапĕнчен ахаль куçпа курма пулмасть.[3].

Галерейă

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Тĕнче кăнарĕ Шаблон:Китайри тĕнче кăнарĕ


Шаблон:Китай тексчĕ