Артемьев Виктор Митрофанович

Артемьев Виктор Митрофанович - Ленин орденĕн кавалерĕ, 2-мĕш рангри капитан.

Артемьев Виктор Митрофанович
Çуралнă вăхăт 1905
Çуралнă вырăн Раççей империйĕ Пăва уесĕ Алманчă халь Патăрьел районĕ
Вилнĕ вăхăт 1971–мĕш çул
Вилнĕ вырăн СССР Украина ССР Кĕйӳ
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем -
Хисеп Шаблон:СССР, 2-мĕш рангри капитан
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

1905-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Çар службине Ленинградра пуçланă. Срокран юлса взвод командирăн пулăшаканĕ пулнă. Политруксен шкулне пĕтернĕ хыççăн Аякри Тухăçра, торпеда катĕрĕсен дивизионĕнче хесметре тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Атăл флотилинче, кайран Хура Тинĕс флотĕнчи торпеда катĕрĕсен бригадинче нумай çапуçусене хутшăннă. Вăрçă хыççăн Дунай флотилинче. 1949-1950-мĕш çулсенче Мускаври çар-политика академинче вĕреннĕ, ун хыççăн Камчаткăра хĕсметре тăнă. 1971-мĕш çулта Кĕйӳра вилнĕ. Офицерсен династине пуçаракан. Ывăлĕ, Артемьев Виталий Викторович, 1-мĕш рангри капитан.

Чысĕсем

тӳрлет
  • Ленин орденĕ;
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ (иккĕ);
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (иккĕ);
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш шайри орденĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 25.