Арище (юханшыв)

Арище, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Сейма шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çылкуçĕ Юганец ялтан виçĕ çухрăм çурçĕрелле вырнаçнă. Володарск хулара Сейма шывĕпе пĕрлешет. Юханшывăн пысăк юпписем çук, вĕттисем кăна.

Арище малтан кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран кăнтăралла пăрăнать.

Ялсем

тӳрлет

Юханшыв чылай хушă шурлăхлă вырăн тăрăх юхать, çавна кура ун хĕрринче ялсемпе хуласем çук. Сейма шывĕпе пĕрлешнĕ вырăнта çеç Володарск хули вырнаçнă.