Арамей çырăвĕ

Арамей çырăвĕ
Тĕс: консонантлă
Чĕлхесем: арамей чĕлхисем, иврит, сири тата ур.
Тапхăр: пирĕн эрăччен VIII ĕмĕр – пирĕн эрăри VI ĕмĕр
Çыру тĕлĕ: Сылтăмран сулахаялла
Пулса тухни: Финики çырулăхĕ
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Арамей çырулăхĕ —финики çырăвĕнчен пулса тухнă консонантлă фонетика çырăвĕн системи.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Арамей çырулăхĕ, грек евĕрлех, çаплах финики çырăвĕнчен пулса кайса, Тухăç алфавичĕн арамей турачĕн никĕсĕ пулса тăрать (Грек алфавичĕ Анăç алфавичĕсен никĕсĕ шутланать).

Арамей çырăвĕ Çывăх Тухăçра, Çурçĕр Африкăра, Азире паллă алфавитсене, çав шутра арап тата хальхи еврей алфавичĕсене, çаплах Индири тĕрлĕ çырулăхсене (брахми тата каярах деванагари) тата Кăнтăр-Тухăç тата Вар Азири нĕсĕл-алфавичĕсене (çав шутра тай тата монгол çырăвĕсем) никĕслет.

Арамей çырулăхĕ анлă сарални Çывăх Тухăçра пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа тĕнчери çыру çӳретес тата калаçас ăслайĕ пулнинчен килнĕ, Ахеменсем тапхăрĕнче дипломати чĕлхи тата Ахеменсен империйĕн çырулăхĕ статусне тивĕçет.

Арамей чĕлхе хутлăхĕнче халăх этеп йăли сыхланса юлнă; çапла, мандейсен уйрăм тĕнĕнче (хальхи Иранпа Ирак; темиçе çĕр мандей АПШ-па Австралире пурăнать) арамей чĕлхин мандей диалекчĕпе çырнă таса кĕнекисем упранса юлнă, çак диалекта Турра кĕл тунă чухне те усă кураççĕ, унăн паянхи хормипе, хăш хыпарпа, куллен 1 пин çын Иранра пуплет; урăх иран мандейĕсем фарси, ирак мандейĕсем — арап чĕлхипе сăмахлаççĕ.

VII ĕмĕрти арап çĕнтерĕвĕсем хыççăн халифата туса хурсан сири-арамей диалекчĕсене арап чĕлхи ылмаштарать; çак ĕç-пуç , çапах та, тăсăлăвлă пулать, вăл XV ĕмĕрте çеç вĕçленет. Хальхи пур арамей чĕлхин несĕлĕсем, ассирипе мандей диалекчĕсемсĕр пуçне, Сирири темиçе ялăн (темиçе пин çын, ытларах Христос тĕнĕпе, пурăнать) вырăнти калаçăвĕ пулать.

Сири-арамей литератури тулли анлă, унăн кун-çулĕ пысăк палăртуллă: вăтам ĕмĕрсенчи ислам шухăшĕ хăй вăхăтĕнче ялкăш тапхăрне арамей чĕлхине пула хăпарать, кайран ăна арап чĕлхине авалхи грек философĕсен, уйрăмах Аристотелĕн, ĕçĕсене куçараççĕ.

Çав. пекех

тӳрлет