Открыть главное меню

Андреев Филипп Андреевич

Филипп Андреевич Андреев] (1919 çулхи авăн, 1, Кĕрекаç Упи ялĕ (халĕ Кĕрекаç) ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республики Красноармейски районĕ) - 2014, юпа, 5, Шупашкар хули) — чăваш сăвăçи, прозăçи[1].

Филипп Андреев
Çуралнă чухнехи ят: Андреев Филипп Андреевич
Çуралнă вăхăт: 1919, авăн, 1
Çуралнă вырăн: Кĕрекаç Упи ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 2014, юпа, 5
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1994 çултанпа РФ ÇП тата Чăваш ÇП пайташĕ. Япун вăрçине хутшăннă.

ПурнăçĕТӳрлет

1919 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Кĕрекаç Упи (халĕ Кĕрекаç) ялĕнче çуралнă.

1939 çулта çара кайнă, япун милитарисчĕсене хирĕçле çапăçнă, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Канашри педагогика техникумĕнче, Канашри учительсем хатĕрлекен институтра, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.

Пĕр хушă шкулта ĕçленĕ, ун хыççăн ăна парти ĕçне куçарнă, Шалти ĕçсен органĕсенче оперуполномоченный вырăнĕнче тăрăшнă.

Ялта шкулта ĕçленĕ чухне халăх юрри-такмакне пухнă.

2014 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсемТӳрлет

Пĕрремĕш калавне 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.

Пичетленнĕ кĕнекисем:

Хăйĕн сăввисене, поэмисене, калавĕсене тата хайлавĕсене хаçатсемпе журналсенче тата сăвă пуххисенче пичетлет.

Çавăн пекех вăл «Атте килĕ», «Тайга кашлать» поэмăсене çырнă.

ВуламаллиТӳрлет

  • Андреев, Ф. Сакăлталлă пурнăç çулĕпе : асаилӳ / Ф. Андреев // Тăван Атăл. – 2001. – № 1. – С. 91-95.
  • Икĕ ĕмĕр çыннин кăмăл туртăмĕ // Хыпар. – 2004. – 31 çурла.
  • Тусли, Г. Утмăл çула яхăн творчество лаççинче : Филипп Андреев çыравçă 90 çул тултарчĕ / Г. Тусли // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ). – 2009. – 13 юпа.
  • Улхаш, У. Улма ани умĕнчи диалог / У. Улхаш // Ялав. – 1999. – № 10. – С. 99-100.
  • Янгер, Н. Ентешĕн çĕнĕ романĕ / Н. Янгер // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ). – 2007. – 31 утă. – С. 2.
  • Андреев Филипп Андреевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. Афанасьев, П. Андреев Филипп Андреевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 29.
  • Станьял, В. П. Андреев Филипп Андреевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 26.

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăвсемТӳрлет