Андреев Валерий Васильевич

Андреев Валерий Васильевич (16.02.1956, Чăваш АССР, Канаш районĕ, Çĕнĕ Шуртан ялĕ) – чăваш чĕлхи тĕпчевçи,филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1973 ç. Вăтакас Татмăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1974 - 76 çулсенче Совет Çарĕн салтакĕ. 1981 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1981 - 82 çулсенче Чăваш чĕлхипе литература тата истории учителĕ пулса ĕçленĕ. 1987 çулта аспирантурăран вĕренсе тухнă, 1988 çулта «Отглагольное именное словообразование в чувашском языке» темăпа ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 1990 çултан пуçласа ЧППУ чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ.

Чăваш чĕлхин сăмах пулăвĕпе морфемикине, пуплев культурипе стилистикине, этнопсихолингвистикăна, чĕлхе тата лититарура меслетне, тăван енĕн культурипе кун-çулне, илĕртӳллĕ чĕлхе пĕлĕвне тĕпченипе палăрса тăрать.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

тӳрлет
  • Чăваш чĕлхи. Сăмах пулăвĕ: программăпа методика кăтартăвĕсем. Ш., 1987;
  • Чăваш чĕлхи. Сăмах пулăвĕ: методика кăтартăвĕсем. Ш., 1988;
  • Отглагольное имяобразование в чувашском языке: Учебное пособие. Ш., 1990;
  • Чăваш чĕлхипе литератури, сăмахлăхĕ, культурипе историйĕ. Ш., 1997;
  • Çыр та – пĕлсе çыр. Ш., 1998;
  • Язык – внутренняя структура и функционирование. Ч., 1998.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет