Алтай чĕлхи
Алтай чĕлхи — алтай халăхĕн (алтайсен) чĕлхи. Алтай республикин официаллă чĕлхи. 1948 çулчен ойрот чĕлхи тенĕ.
Алтай чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Алтай чĕлхи |
Патшалăхсем: | Раççей, Монголи, Китай |
Регионсем: | Алтай Республики, Алтай Ен |
Официаллă статус: | Алтай Республики |
Калаçакансен пур йышĕ: | 55 500 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьи | |
Çырулăх: | кириллица (алтай алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | alt алт 035 |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | alt |
ISO 639-3: | alt |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Вырăнти пуплевĕсем:
- алтай пуплевĕ (алтай-кижи) (литература чĕлхин никĕсĕ)
- телеут пуплевĕ (литература чĕлхин никĕсĕ —XIX ĕмĕр варринчен 1923 ç. çити)
- теленгит пуплевĕ (теленгитсен чĕлхи)
- тупалар пуплевĕ (тупа, дьиш/йыш, тупаларсен / хура тутарсен чĕлхи)
Ĕлĕкренех кăнтăр- тата çурçĕр-алтай чĕлхине пĕрлĕ — алтай чĕлхи тесе шутланă. Анчах та тĕрĕк чĕлхисен хальхи йĕркелĕхĕпе вĕсене уйăрса пăхаççĕ. Çакнашкалах кăнтăрпа çурçĕр чĕлхисен пуплевĕсене (кумандин, телеут, челкан тата тапалар) Раççейри вак халăхсен уйрăм чĕлхе вырăнне официаллă йышăннă
Пур Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕ хыпарĕсемпе Раççейре 65 534 çын алтай чĕлхипе калаçма пултараççĕ.[1]. Танлаштаруллă шутлавсемпе, вĕсенченх 10 пине яхăн çурçĕр алтайла пуплеççĕ, ыттисем — кăнтăр алтайла (чылайăшĕ алтай-кижи пуплевĕпе калаçаççĕ). Ентĕ, хăш хыпарсенче çырнипе, алтайсен 2 % çеç алтай чĕлхипе ирĕклĕ усă кураççĕ.[2]
Кашни пуплевпе калаçакан çын шучĕ тĕплĕн паллă мар, çапах та, хаклăхсене пăхсан, телеут, челкан тата тапалар пуплевĕпе 3 пин çын калаçать. Ыттисем алтай чĕлхипе усă кураççĕ.
Çырулăхне кириллица çинче хатĕрленĕ, хушма сас паллисем: Ҥ, Ј, Ӧ, Ӱ. Çырулăхĕ XIX ĕмĕрĕн 40-мĕш çулсенченпе вырăс кириллиципе çывăх. 1928—1938 çулсенче латтин алфавичĕпе усă курнă.
XIX ĕмĕрте алтай-ойротсене Христос тĕнне кĕртнĕ, ун чух библи тексчĕсене куçарнă. 1869 çулта Хусанта алтай чĕлхин грамматикине; 1884 çулта — сăмахсарне пичетлесе кăларнă. Литература чĕлхин аталанăвĕнче халăха çутта кăларакан çыравçă М. В. Чевалков чылай вăй панă.
Вуламалли
тӳрлет- Баскаков Н. А. Алтайский язык. М., 1958.
- Грамматика алтайского языка, составленная членами Алтайской духовной миссии. Хусан, 1869
- Дыренкова Н. П. Грамматика ойротского языка. М.; Л., 1940
- Тощакова Т. М. Грамматика ойротского языка. Çĕнĕ Çĕпĕр, 1939
- Сăмахсарсем
- Баскаков Н. А., Тощакова Т. М. Ойротско-русский словарь. С приложением краткого грамматического очерка ойротского языка Н. А. Баскакова. М., 1947
- Вербицкий В. И. Словарь алтайского и аладагского наречий тюркского языка. Казань, 1884
- Коргунбаева Н. И. Алтайско-русский — русско-алтайский словарь. Горно-Алтайск, 1991
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Всероссийская перепись населения 2002 года. Том 13. «Коренные малочисленные народы Российской Федерации» 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Энциклопедия «Кругосвет»
Каçăсем
тӳрлет- Шкул алтай-вырăс сăмахсарĕ
- Алтай чĕлхипе литературин кафедри 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Туçи-Алтай патшалăх университечĕ
- Алтайский язык в проекте ETHEO (кĕскен грамматикăпа фонетика, этнос ушкăнĕсем пирки)
- Ethnologue кăнтăр алтай страници
- Русско-алтайский словарь. В 2-х томах. Том I (А – О)
- Русско-алтайский словарь. В 2-х томах. Том II (П–Я)