Александр Фадеев ячĕллĕ медаль

Александр Фадеев ячĕллĕ парне — Тăван çĕршыва халăх паттăрла хӳтĕленĕ пирки, патшалăхăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен кун-çулĕпе хальхи пурнăçĕ пирки литература хайлавĕсене тунăшăн чыслакан СССР патшалăх парни.[1] Александр Фадеев çыравçăна чысласа ятне панă. СССР Министрсен Канашĕн 1972 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчи 45 № Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.[2]

А. Фадеев ячĕллĕ медаль
Патшалăх СССР
Тĕс медаль
Кама тивĕçтереççĕ совет çыравçисене
Чыслав сăлтавĕ вăрçă тематикипе хайлавсене тунăшăн
Статус тивĕçтермеççĕ
Статистика
Параметрсем диаметр: 30 мм
материалсем: латунь, ылтăн
Йĕркеленĕ вăхăт 1972
Умхыçлăх
Аслă чыслав ылтăн медаль
Кĕçĕн чыслав кĕмĕл медаль

Çулсерен, Çĕнтерӳ кунĕнче, Çăвăн 9-мĕшĕнче ылтăн тата виççĕ кĕмĕл медальпе чыслаççĕ. Премисене СССР ÇП секретариачĕпе Совет Çарĕпе Тинĕс-çар флочĕн Тĕп политика тытăмлавĕ пĕрле çирĕлетнĕ.

Ленин тата СССР патшалăх парнисемпе чысланă ĕçсене А. А. Фадеев ячĕллĕ парнене тивĕçме тăратман.

2002 çулта чыслава Александр Фадеев ячĕллĕ литература парни ятпа çĕнĕрен тивĕçтерме тытăннă.

Чысланисем

тӳрлет
Çавăн пекех Александр Фадеев ячĕллĕ медальпе чысланисем категори.
Ылтăн медаль Кĕмĕл медаль Кĕмĕл медаль Кĕмĕл медаль
1972 Алексей Сурков;
Михаил Шолохов
Анатолий Ананьев Виктор Кондратенко
1973 Юрий Бондарев Юлия Друнина Нодар Думбадзе Василь Козаченко
1974 Георгий Берёзко Пауль Куусберг Пётр Сажин Иван Шамякин
1975 Николай Тихонов Владимир Карпов Адхам Рахмат Георгий Халилецкий
1976 тивĕçтермен Николай Горбачёв Фатех Ниязи Анатолий Хорунжий

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Международная литературная премия им. Александра Фадеева. Российская государственная библиотека. çăлкуçран архивланă 19 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 2 Пуш уйӑхӗн 2010.
  2. ^ Медаль имени Александра Фадеева. Национальный Благотворительный Фонд «Вечная Слава Героям». çăлкуçран архивланă 19 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 2 Пуш уйӑхӗн 2010.