Айтар (драма)
Айтар — Пётр Осипов (1900-1987) 1924-мĕш çулта çырнă, 1934-мĕш çулта тĕпрен урăхлатса майлаштарнă, чăвашла историлле-легендăлла драма.
Айтар | |
Айтар | |
Жанр: | драма |
---|---|
Автор: | Пётр Осипов |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1924 (1-мĕш вариант), 1934 (2-мĕш вариант) |
Пичетленĕ: | ? |
Уйрăм кăларăм: | ? |
Куçару: | вырăсла, тутарла, удмуртла[1] |
Драма кунçулĕ
тӳрлет1924-мĕш çулхи тата 1934-мĕш çулхи вариантсем çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăраççĕ. Малтанхи вариант "Пирĕн пурнăç хăтлăхра" ятпа та паллă.
Мĕншĕн автор тепĕр вариант ăсталас çул çине тăнă?
тӳрлетАвтор самана улшăннине туйса илнĕ теес пулать. Ку — унăн, Пётр Осиповăн, суйлавĕ. Автора кам та пулин хĕсни пирки каланисем çук.
Драмăн пĕрремĕш варианчĕ театр сцени çинче
тӳрлет1924-мĕш çулта Хусанти педтехникумри драма кружокĕ лартнă спектаклĕн никĕсĕнче, паллах, пĕрремĕш вариант пулнă.
1927-мĕш çулта (раштав, 7) Чăваш академи драма театрĕ лартнă спктакль пирки те çавнах каламалла (режиссёрĕ П.Н. Осипов; рольсенче: Айтар – И.И. Илларионов, Пинерпи – Ф.Д. Дмитриева, Сентиер – Г.В. Парне)[2].
Тата тепĕр хут çак варианта лартасси патне 2006-мĕш çулта çеç пырса тухнă. Хальхинче — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ. Режиссёрĕ — Вячеслав Оринов, ӳнерçи — Геооргий Фомиряков, композиторĕ — Арнольд Бударин. Рольсенче: Василий Павлов Татьяна Зайцева-Ильина, Николай Тарасов, Лидия Красова, Николай Дмитриев, Дмитрий Петров, Венера Пайгильдина, (Акбаш) Павлова.
2012-мĕш çулта (сентябрь, 18) çак спектаклех тĕпрен çĕнетсе лартнă[3].
Драмăн иккĕмĕш варианчĕ театр сцени çинче
тӳрлет1934-мĕш çул хыççăн мĕнпур театрсем — профессиллисем те, юратавçăллисем те — XX ĕмĕр тăршшĕпех иккĕмĕш вариант тăрăх спектакльсем лартнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ахăртнех, кунта иккĕмĕш варианта куçарнисем пирки сăмах пырать пуль. Пĕрремĕш варианта куçарни-куçарманни паллă мар.
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ.
- ^ Аннотация. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |