Адёр Николай Михайлович

Адёр Николай Михайлович (1948 е 1949 çур. ) — усламçă. Хăйĕн ĕçне, тĕпрен илсен, Шупашкар хулинче йĕркеленĕ.

Адёр Николай Михайлович
Адёр Николай Михайлович
Çуралнă чухнехи ят Тувалкин Николай Михайлович
Çуралнă вăхăт "метрикăпа": нарăсăн 15-мĕшĕ, 1949; чăннипе: чӳкĕн 7-мĕшĕ, 1948[1]
Çуралнă вырăн Чăваш республики, Çĕмĕрле районĕ, Патаккасси ялĕ ("метрикăпа"); чăннипе: çав районти Тури Кăмаша ялĕ[1]
Гражданлăх СССР, Раççей Федерацийĕ

Пурнăçĕ

тӳрлет

Документсенче Патаккасси тенĕ пулин те, чăннипе Тури Кăмаша ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хăй пирки пĕр интервьюра[1] çапла каласа панă:

<Куçару: Мана çуратнă чухне атте килте пулман, тĕрмере ларнă <...> Колхозра ĕçленĕскер, тырра "тырра салатса пĕтерессипе" çыхăннă историшĕн хур курнă. Кайран ун юлташĕн хĕрĕ куççӳль витĕр каласа панинчен пĕлнĕ тăрăх, тырра начар çанталăкра пуçтарнă, вăл вара, нӳрĕскер, хĕрме пуçланă. Вара килсерен пĕр-ик михĕшер салатса пама шутланă тырра, çăлса хăварас шутпа. Килте çынсем ăна кăмакасем çинче типĕтнĕ. Такам хыпар янă. Килсе çитнĕ, виçсе пăхнă, протокол çырнă. Склад пуçлăхĕ тата шутлавçă пулса ĕслекен аттене тырра салатнăшăн тесе хупса хунă. Кайран, килте типĕтнĕ хыççăн, пурлăха колхохниксем каялла склада илсе килнĕ. Хальхинче виçсе пăхсан, темшĕн, унчченхинчен те нумайрах пулса тухнă. Те шутсăр хăранипе, те урăх сăлтавпа çапла пулса тухнă, пĕлместĕп. Вăт çакăн пек истори. Аттен ларса тухмах тивнĕ. Атăл леш енчи тĕрмере пулнă вăл. Виççĕ-тваттăра чухне эп унта пулса курнă. Пусмасене, картлаçсене ас тăватăп... Тĕрмерен таврăнсан атте Иваново облаçне вербовкăпа тухса кайнă. Килйышне — мана тата аннене — хăваарнă. Кайнă, вырнаçнă, çĕнĕ килйыш çавăрнă. Унта унăн тата ик ача. Халĕ вĕсем çитĕннĕ. Шел пулин те, вĕсемпе хутшăнмастпăр. Анне тек качча кайман, хĕр чухнехи "Тувалкин" хушамата каялла тавăрнă. Ахаль хĕрарăм, выльăх-чĕрлĕх пăхассипе ĕçленĕ. Эпир унпа иккĕн Тура Кăмашара пурăннă, вăл мана çитĕнтернĕ. Эп вуннăмĕш класра вĕренне чух атте пĕр хут килсе кайнăччĕ. Ик-виç кун хушшинче çамрăклăхне аса илчĕ пуль. Вара каялла кайрĕ. Темиçе çул каялла вăл вилнĕ. Çĕмĕрле ялĕнче пурăннă атте тăванĕпе эпир яланах çывăх тăнă. Вĕсен килйышĕнче ялан мана аван кĕтсе илнĕ. Паян та лайăх сыхăну тытатпăр.>

Хушаматне улăштарни

тӳрлет

2001-мĕш çулта Николай Михайлович малтанхи "Тувалкин" хушаматне улăштарса "Адёр" пулса тăнă[2]. Çĕнĕ хашаматăн пĕлтерĕшĕ, пĕр версипе килĕшӳллĕн[1], чăваш чĕлхинчи "атьăр" тенипе пĕр килет. Ытти тăванĕсем те хушамачĕсене улăштарни е улăштарманни паллă мар.

Ăçта вĕренни

тӳрлет

Тăватă çул Тури Кăмашари пуçламăш шкулта, унтан Анат Кăмашари вăтам шкулта вĕреннĕ. Пурĕ — вунпĕр класс. Хăй каланă тăрăх, аван, "виççĕсемсĕр", вĕреннĕ. 1981-мĕш çулта Шупашкарти çурттăвăм техникумĕн каçхи уйрăмне пĕтернĕ. 1966-мĕш çулхи кĕркунне Чăваш ялхуçалăх институчĕн механизаци факультетне куçумсăр майпа вĕренме кĕнĕ[1]. Унта вăл мĕн чухлĕ вĕренни, института вĕренсе пĕтерни е пĕтерейменни паллă мар.

Хăйĕн бизнесне пуçличчен ăçта ĕçлени

тӳрлет

Вăтам шкул пĕтерсен хăй вĕреннĕ йĕркелĕмрех çулталăк хушши лаборант пулса ĕçленĕ.

Бизнесне епле пуçласа яни

тӳрлет

1988-мĕш çулта проектлакан çурттăвăм кооперативĕ йĕркеленĕ. 1989-мĕш çулта[3] "Мария" ятлă сĕтел-пукан хапрăкне туса лартнă.

Н.М.Адёр бизнесĕн хальхи тăрăмĕ

тӳрлет

2003-мĕш çултанпа Санкт-Петербург хулинче ятарлă пĕлӳ илнĕ ывăлĕ Антон пулăшса пырать.

Бизнес тулашĕнчи пĕрлĕхлĕхпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ĕçсем

тӳрлет

Н.М.Адёр çыравçăсен пĕрлĕхенче тăрать. (Конкретлăн хăшĕнче иккенĕ паллă мар). Культурăпа, бизнеса аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă публицистикăлла ĕçсен авторĕ.

Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе каланă шухăшсемпе уйрăм ĕçсем

тӳрлет

Н.М.Адёр янравлă сасăсене яланах Б, Ж, З, Г, Д саспаллисемпе палăртассишĕн тăрать. Çапла вара вăл И.Я.Яковлевчченхи палăрăмсем патне таврăнассишĕн пек пулса тухать.

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Адёр (Тувалкин). Н. Ман тĕнче пуçланать çак ялтан... : Тури Кăмăша ялĕ, 1961-1965 çç. / Н. Адёр (Тувалкин). - Шупашкар : [Калем], 2001 - . - 21 см. 1-мĕш кĕнеке : Калавсемпе сăвăсем. - 2001. - 239, [1] с. : фот. - Чăвашла, вырăсла. - 2000 экз.
  • Адер (Тувалкин), Н. М. Чăваша мĕн çитмест? [Текст] : публицистикaлла статьясем / Н. М. Адер (Тувалкин). - Шупашкар : [б. и.], 2005. - 92 с. - 300 экз. - 50.00 р.
  • Смирнова, Надежда. Тăван кĕтесрен хакли ним те çук. — "Хыпар" хаçат, 2016, 13, май.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет